Призма (геометри)
From Wikipedia, the free encyclopedia
При́зма (лат. prisma, ав.гр. πρίσμα «касса илнĕскер») — çавнашкал нумайхысаклăх, хăшĕн икĕ хысакĕ параллеллĕ лаптаксенче выртакан конгруэнтлă (тан) нумайкĕтеслĕхсем, ытти хысакĕсем — çав нумакĕтеслĕхсемпе пĕрлĕхлĕ енсемлĕ параллелограммсем. Асăннă параллелограмсене призмăн аяк хысакĕсем, ытти икĕ нумайкĕтеслĕхе никĕсĕсем теççĕ.
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Призма (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Никĕсре выртакан нумайкĕтеслĕх призмăн ятне те палăртать: виçкĕтеслĕх — виçкĕтеслĕ призма, тăваткĕтеслĕх — тăват кĕтеслĕ призма; пилĕккĕтеслĕх — пилĕк кĕтеслĕ призма (пентапризма) т. ыт. те.
Призмăна, пĕтĕмĕшле илсен, цилиндрăн уйрăм тĕсĕ пек те пăхма пулать.