Пуйăс
From Wikipedia, the free encyclopedia
Пуйăс хальхи ăнлавра — пĕр е темиçе локомотив е моторлă вакунсен хăвачĕпе куçакан вакунсен группинчен йĕркелесе çыхăнтарнă пухмач. Унăн пуçне тата хӳрине кăтартакан сигналсене (сасăлли тата курăмли) лартнă.
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Пуйăс (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Çакăнсăр пуçне, нумай (çав шутра раççей) чукун çулĕсем çинче кашни пуйăса, ытти пуйăссенчен уйăрмашкăн, палăртнă номер параççĕ. Пуйăссем шутне çаплах çирĕплетнĕ сигналсене лартнă, куçармалли вакунсăр локомотивсене, моторлă вакунсене тата ятарлă хăйтĕллĕ куçакан куçăм пухмачне (тĕслĕхсрен, йăтса кăлармалла мар автомотрисăсене тата дрезинăсене) кĕртеççĕ[1]. Пуйăссене тата вĕсен куçарăвĕпе çыхăннă ыйтусене тĕпчекен дисциплинăна «Пуйăссене туртни» теççĕ.