![cover image](https://wikiwandv2-19431.kxcdn.com/_next/image?url=https://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/9/95/Levitan_nad_vech_pok28.jpg/640px-Levitan_nad_vech_pok28.jpg&w=640&q=50)
Сӳретле ӳнер
From Wikipedia, the free encyclopedia
Сӳретле ӳнер — таврари тĕнчене сăнарласа илемлĕх тĕлĕшпе ĕçленин пĕр тĕсĕ. Унăн шутне сăрлавÿнер, графика, скульптура кĕреççĕ. Кусен шутне çавăн пекех фотоÿнер тата капăрлату-килтерĕш ÿнерӗ тенисене те хушма пулать. Акционизм текен ен пирки те тата ытти куçа курăнакан хăшпĕр япаласем пири те калаçаççĕ. Анчах та архитектура ку йыша кĕмест. Ăнлав çапла çавăрттарса хунине тиркеме пăхакансене çакна аса илтерес килет: словарьсенче "ÿнер" сăмах пур[1], "сÿрет" тени те пур[2], эппин, сӳретле ӳнер те пулма тивĕçлĕ.
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/9/95/Levitan_nad_vech_pok28.jpg/640px-Levitan_nad_vech_pok28.jpg)
![Thumb image](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/8/81/Shiva_Nataraja_Mus%C3%A9e_Guimet_25971.jpg/640px-Shiva_Nataraja_Mus%C3%A9e_Guimet_25971.jpg)