Тĕнчери ача-пăча кĕнеки кунĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Тĕнчери ачасен кĕнеки кунĕ — акан 2-мĕшĕнче, Г. Х. Андерсен çуралнă кунĕнче ирттерекен уяв. 1967 çулта коммерциллĕ мар Тĕнчери ача-пăча кĕнеки канашĕ (IBBY) йĕркеленĕвĕ пуçарса янă.
Тĕнчери ачасен кĕнеки кунне палăртас ĕмĕт нимĕçсен Йелла Лепман çыравçă пуçĕнче çуралнă[1].
Çулсерен Тĕнчери çак кун IBBY наци йĕркеленĕвĕсенчен пĕрри пулăшăвĕпе иртет.