From Wikipedia, the free encyclopedia
Таде́уш Руже́вич (пол. Tadeusz Różewicz; юпа, 9, 1921, Радомско—ака, 24, 2014, Вроцлав) — поляк сăвăçи, прозăçи тата драматургĕ. Нумай парне лауреачĕ, Польшăри темиçе университетăн хисеплĕ тухтăрĕ[1]. Германи ӳнер академин пайташĕ (Бавари ӳнер академин пайташĕ (1981), Берлин ӳнер академин пайташĕ (1987).
Ашшĕ-амăшĕ Радомскона Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи вĕçленнĕ хыççăнах куçса килнĕ. Амăшĕ, Мария Стефания Гельбард (1896—1958), йутей кăкĕнчен, качча тухас умĕн католицилĕхе кĕнĕ.[2][3][4][5] Тадеуш Ружевич 1921 çулхи юпан 9-мĕшĕнче Радомско хулинче çут тĕнчене килнĕ, вăл Владислав Ружевич (1885—1977), суд çыруçин, иккĕмĕш ывăлĕ пулнă. Çав кун Радомскона Юзеф Пилсудский килне пулнă. Пиччĕшĕ — Януш, каярах сăвăç, шăллĕ — Станислав, каярах кинорежиссёр тата сценарист.
Пĕрремĕш вĕрентекенĕ пиччĕшĕ пулнă. Тадеуш хăйĕн пĕрремĕш сăввисене хаçатсенче пичетленĕ, Юзеф Чеховичпе тата Казимир Вежинскипе çыру çӳретнĕ. Çапоах «Польска збройна» журнал иртернĕ поэтика конкурсĕнче çĕнтернĕ.
Тадеуш Ружевич вунçиччĕ çултанах пичетленме тытăннă. Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи тапхăрĕнче Януш пиччĕшпе пĕрле партизан юхăмне, Тăван Ен çарĕ йышĕнче, хутшăннă. Вăрçă вăхăтĕнче унăн пĕрремĕш кĕнекине — «Вăрманти ахрăм» — вăрттăн кăларнă. Пиччĕшне гестапо 1944 çулта айăпласа вĕлернĕ.
1968 çулта литература ĕç-пуçĕн майĕпе Вроцлава куçса кайнă[6].
Ывăлĕ — Ян Ружевич (1953—2008), театр режиссёрĕ.
2003 çулта Польшăра Тадеуш Ружевичĕн нумай томлă пултарулăх ĕçĕсен пухмачне пичетлеме тытăннă[7]. Różewicz T. Utwory zebrane. W 12 T. (Proza (T. I—III). Dramat (T. IV—VI). Poezja (T. VII—X). Matka odchodzi (T. XI). Nasz starszy brat (T.XII)). Wrocław. 2003—2006.[8]
2014 çулхи акан 24-мĕшĕнче Вроцлавра куçне хупнă[9].
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.