From Wikipedia, the free encyclopedia
Тбилиси (груз. თბილისი), — Грузи патшалăхĕн тĕп хули. 1936 çулчен вырăссем ăна Тифлис тенĕ.
Хула Кура юханшывăн çыранĕсем хĕррипе 30 çухрăма тăсăлакан Тбилисси котловининче вырнаçнă. Хулара грузинсем (72%), армянсем (12%), вырăссем (10%), осетинсем (3%), курдсем (2%), грексем (2%) тата ытти халăхсем пурăнаççĕ. Тĕп чĕлхе шучĕнче грузин чĕлхи шутланать, анчах та çавăн пекех вырăс тата армян чĕлхи сарăлнă. Хулара пурăнакансенчен 85% патнелле Грузи Православи Чиркĕвĕ шутне кĕреççĕ. Çавăн пекех урăх тĕнсем шутне кĕрекеннисем те пур. Мусульмансемпе католиксене асăнмалла.
Археологсем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх ку тăрăхсенче пирĕн эрăчен III — IV ĕмĕрсенчех пурăнма пуçланă. Летописьсенче хулана пĕрремĕш хут IV ĕмĕрте асăннă.
1801 çулта Хĕвелтухăç енчи Грузи Раççей шутне кĕнĕ, хула Грузи кĕперниĕн тĕп хули пулса тăнă. 1921 çулта хулара большевиксем çĕнтернĕ. Совет влаçне туса хурса хула Грузи ССР республикин тĕп хули пулса тăнă. СССР саланса кайсан Грузи патшалăхăн тĕп хули вырăнĕнче юлнă.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.