From Wikipedia, the free encyclopedia
Шрёдингер танлăхĕ — Гамильтонла квантла тытăмсенче хумла функципе панă таса тăрăмăн уçлăхри (пĕтĕмешле илсен, конфигурациллинчи) тата вăхăт тĕлĕшĕнчи улшăнăвĕсене çырса кăтартакан харпăр тăхăмсемлĕ дифференциаллă линилле танлăх.
Унăн квантла механикăри пĕлтерĕшĕ классикăлла механикăри Гамильтон танлăхĕсен е Ньютонăн иккĕмĕш саккунĕн е электромагнитла хумсен тĕлĕшĕнчи Максвелл танлăхĕсен пĕлтерĕшĕ пекех.
Ку танлăха Эрвин Шрёдингер 1925-мĕш çулта кăтартса панă, 1926-мĕш çулта вăл кун çути курнă. Шрёдингер танлăхĕ урăх тĕлтен математикăлла майпа тухакан япала мар. Унăн никĕсĕ — экспериментсен панăлăхĕсем, çапла вара вăл постулат пулса тăрать[1].
Шрёдингер танлăхĕ çутă хăвăртлăхĕнчен чылай пĕчĕкрех хăвăртлăхпа куçакан тата спинсăр пĕрчĕсене пырса тивет. Спинлă тата хăвăрт пĕрчĕсем тĕлĕшпе анлăлатнă танлăхсемпе усă курма тивет (Клейн — Гордон танлăхĕ, Паули танлăхĕ, Дирак танлăхĕ тата ыттисем те).
Шрёдингер танлăхĕн вăхăтран килекен уйрăмах пĕтĕмĕшле форми ак çапла çырăнать[2][3]:
кунта — гамильтониан, — координатсем, — импульссем. — хум функцийĕ (хумла функци).
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.