From Wikipedia, the free encyclopedia
Сĕнтĕрвăрри районĕ, — Чăваш Республикин (РФ) администрациллĕ-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленĕвĕ (муниципаллă район).
Сĕнтĕрвăрри районĕ | |||
| |||
Патшалăх | РФ | ||
---|---|---|---|
Статус | муниципаллă район | ||
Кĕрет | Чăваш Ен | ||
Администраци центрĕ | Сĕнтĕрвăрри хула | ||
Йĕркеленĕ вăхăт | 1927, авăн, 5 | ||
Район администрацин пуçлăхĕ | Моисеев Юрий Федорович (19.11.2010-па) | ||
Официаллă чĕлхе | чăваш, вырăс | ||
Пурăнан халăх (2016) |
22 710 (1,84 %, 11-мĕш вырăн) | ||
Йышлăх | 33,1 çын/çм² | ||
Наци йышĕ | чăвашсем - 79,4%, вырăссем - 19% | ||
Конфесси йышĕ | христиансем | ||
Лаптăк | 686,06[1] çм² (14-мĕш вырăн) | ||
Вăхăт тăрăхĕ | |||
Телефон кочĕ | +7 83542 | ||
Почтă индексĕсем | 429240 | ||
Сайчĕ | |||
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице |
Чăваш Ен çурçĕр енче вырнаçнă. 1927 çулхи авăнăн 5 туса хунă. Çурçĕрпе хĕвелтухăç чикки Атăл юханшывĕ тăрăх иртет. Хĕвеланăç енче Шупашкарпа Çĕрпӳ районĕсемпе, кăнтăр енче Куславкка районĕпе юнашар вырнаçнă. Хĕвеланăçпа хĕвелтухăç енелле 27 çухрăма, çурçĕртен кăнтăралла 36 çухрăма сарăлнă. Лаптăкĕ 686,1 км2 танлашать. Район пуçлăхĕсем Шупашкартан 36 çухрăмра ларакан Сĕнтĕрвăрри хулинче вырнаçнă.
1999 çул пуçламăшĕ валли районта пĕтĕмпе 28,2 пин çын пурăннă. Вĕсенчен 11,1 пин(39%) — хула çыннисем, 17,1 пин(61%) — ял çыннисем шутланнă. хула çыннисем Сĕнтĕрвăрри хулинче пурăнаççĕ, ял çыннисем — 78 ялта. Ялсенче вăтамран 243 çын пурăнать.
Ытларах пайĕпе чăвашсем (79,4%) пурăнаççĕ.
Района юханшыв тата автомобиль транспортчĕсем аталаннă. Автомобиль çулĕсен тăршшĕ 129 çухрăмпа танлашать. Юханшыв çулĕсем — 45 çухрăм.
Атăл çинче Сĕнтĕрвăрри пристанĕ вырнаçнă. Ун урлă строительство тата ытти таварсене туртараççĕ. Çыранĕсем çинче ни епле те сооружени туса хуман, тултарас-пушатас ĕçсене хăй тĕллĕн пулнă çыран çинчех иртереççĕ.
Автомобиль транспорчĕ çинче пĕтĕм калăпăшран тавар туртарăвĕсен калăпăшĕ 47%, пассажир туртарăвĕсен калăпăшĕ 87% çитет. Автомобиль транспорчĕ çине районти туртарас ĕçсен ытларах пайĕ килет.
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Every time you click a link to Wikipedia, Wiktionary or Wikiquote in your browser's search results, it will show the modern Wikiwand interface.
Wikiwand extension is a five stars, simple, with minimum permission required to keep your browsing private, safe and transparent.