Агрыз
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Агры́з (тут. Әгерҗе, Əgerce) — Тутарстанăн Агрыз районĕн тĕпĕ, район тытăмлăхĕнчи хула. Лаптăкĕ — 8,6 çм².
Remove ads
Пĕрлехи хыпарсем
Хула Тутарстанăн çурçĕр-тухăçĕнче, Удмурти чикки çумĕнче, Сарапул сăртлăхĕ умĕнче, Агрызка юханшывĕ çинче, вырнаçнă. Хусантан тухăçалла 304 çм.
1646 çултанпа палăрнă. XX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче Ветке кĕпĕрнине кĕнĕ Сарапул уесĕнчи Агрыз вулăсĕн центрĕ пулнă, кунта шкул, 2 мечет ĕçленĕ. 1920 çулчен вулăс центрĕ пулнă. 1921 çултанпа центр ТАССР Агрыз кантонĕн центрĕ, 1924 çултанпа Алапӳ кантонĕн ĕçтăвкомне пăхăнса тăнă. 1926 çулта хула йышĕнчен кăларнă, 1927 çулхи нарăсăн 14-мĕшĕнче Агрыз районĕн администрации центрĕ пулса тăрать. 1928 çулта ĕçтеш паççулкисен категорине кĕртнĕ, 1938 çулхи çурлан 28-мĕшĕнче район пăхăнăвĕнчи хула шайне кĕртнĕ. 1963 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче ТАССР администраци-территориллĕ пайланăвне улăштарнă май Алапӳ хула канашне кĕнĕ, 1963 çулхи пушăн -мĕшĕнче — каллех район центрĕ.
Хусан, Екатеринбург, Ижевск, Акбаш çине каякан чукун çул йĕрĕсен пысăк транспорт çыхăвĕ. Чукун çулăн ăста лаççисем, çурт-йĕр тăвăм материалĕсен савучĕ, сĕт-çу комбиначĕ, çакăр савучĕ, типографи, апат-çимĕç комбиначĕ. 4 вăтам, ачасен мусăк шкулĕ, 2 профессиллĕ училищĕ, тăван ен тĕпчев музейĕ, район тĕп пульници, чукун çул пульници. Мечет.
Remove ads
Халăх йышĕ
2005 çулта хулара 18,6 çын пурăннă.
1859 — 2 340, в 1890 — 2 758, 1920 — 4 543, 1926 — 7 339, 1938 — 12 376 çын, 1959 — 20,3, 1979 — 18,9, 1989 — 19,7 пин çын).
1989 çулхи халăх çыравĕпе хулара тутарсем — 50,1 %, вырăссем — 38,6 %, удмуртсем — 7,2 %.
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads