Алтай Республикин географийӗ

Алтай Республикинчи географи темисем From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Алтай Республикин географийӗ — Раҫҫейӗн тата Евразин картти ҫинчи Алтай Республикин вырӑнӗ. Республика Анӑҫ Ҫӗпӗрӗн кӑнтӑр енче вырнаҫнӑ. Вӑл ҫурҫӗр-анӑҫ енче Алтай Енпе, кӑнтӑр-анӑҫ енче — Монголипе, кӑнтӑр енче — Китайпа, тухӑҫ енче — Хакасипе тата Тывапа, ҫурҫӗр-тухӑҫ енче — Кемӗр облаҫӗпе чикӗленет. Ҫурҫӗртен кӑнтӑрччен территорин вӑрӑмӑшӗ — 400 ҫм, анӑҫран тухӑҫра — 360 ҫм. Китайпа чикӗн вӑрӑмӑшӗ кунта 40 ҫм ҫеҫ.

Remove ads

Климат

Климат контитенталлӑ, ҫулла — кӗске тата ӑшӑ, хӗлле — вӑрӑм тата сивӗ.

Ҫулталӑкри сывлӑшӑн вӑтам температура[1][2]:

Кош-Агач тата Улаган аймакӗсем Аякри Ҫурҫӗр районӗсем пек шутланать.

Рельеф

Республикӑра ҫӳллӗ ту хырҫисем, вӑрӑм тӳремлӗхсем, тусем хушшинчи варсем пит нумай. Чи ҫӳллӗ ту — Белуха тӑвӗ (Кадын-Бажы), вӑл 4506 м. Ту — Ҫӗпӗрти чи ҫӳллӗ шутланать.

Юханшывсемпе кӳлӗсем

Юханшывсемпе кӳлӗсен йышӗ 20 пин ытла. Вӗсемпе юхакан шывсен вӑрӑмӑшӗ 60 пин ҫм ытла. 7 пин яхӑн кӳлӗсен пӗтӗм лаптӑкӗ 600 ҫм2. Чи пысӑк юханшывсем — Катуньпе Бия, вӗсем Ҫӗпӗрти чи пысӑк юхыншыва — Обе — пӗрлештерсе йӗркелеҫҫӗ. Чи пысӑк кӳлӗ — Ылтӑн кӳлӗ (алт. Алтын-Кёль). Унӑн шыв ҫийӗнчи лаптӑкӗ — 230,8 ҫм2, унӑн тарӑнӑшӗ — 325 м.

Асӑрхавсем

Вуламалли

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads