Хакаси

Кӑнтӑр Ҫӗпӗрти РФ йышне кӗрекен республика From Wikipedia, the free encyclopedia

Хакаси
Remove ads

Хакаси е Хакас Республики (хак. Хакас Республиказы, выр. Республика Хакасия), — Раççей Федерацийĕн субъекчĕ, унăн йышĕнчи республика (патшалăх)[1][2]. Хакас-Минусин лакăмĕнче вырнаçнă, Саян-Алтай сăртлăхĕн çурçĕр-анăç енĕсенче лартнă (Кăнтăр-Çĕпĕр туçи агроландшафтлă ен)[3].

Краткие факты Тĕп хули, Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе - шыв пайĕн %. ...

Çĕпĕр федераци тăрăхне кĕрет. Тухăç-Çĕпĕр экономика районĕн пайĕ.

Тĕп хула — Абакан хули.

Хакас Республики çурçĕрпе тухăç енче Красноярск Енпе, кăнтăр енче Тывапа, кăнтăр-тухăç енче Алтай Республикипе, анăç енче Кемĕр облаçĕпе чикĕленет.

1923 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Енисей кĕпĕрнин Хакас уесĕ пекех йĕркеленĕ (1925 çултан Çĕпĕр Енĕнчи, унтан Анăç-Çĕпĕр Енĕнчи Хакас тăрăхĕ пекех). 1930 çултан Анăç-Çĕпĕр Енĕнчи Хакас автономиллĕ облаçĕ, 1934 çултан Красноярск Енĕн йышне кĕнĕ.

1991 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче РСФСР-н йышĕнчи автономиллĕ облаç автономиллĕ республикăна туса улăштарнă. 1992 çулхи пуçламăшра хальхи ята илнĕ — Хакас Республики.

Патшалăх чĕлхисем: хакасла тата вырăсла. Таптып районĕнче шор чĕлхи сарăлнă.

Remove ads

Географи

Республика кăнтăр-хĕвелтухăç Çĕпĕрте вырнаçнă. Çурçĕрпе хĕвелтухăç енче Красноярск Енпе, кăнтăр-хĕвелтухăçпа кăнтăр енче Тывапа, кăнтăрпа кăнтăр-хĕвеланăç енче Алтай Республикипе, хĕвеланăçпа çурçĕр-хĕвеланăç енче Кемĕр Облаçĕпе чикĕленет. Çурçĕртен кăнтăрта 460 км, тухăçран анăçра сарăлса выртать. Тусем (Кузнецк Алатау сăртлăхĕн тата Абакан ту хырçин хĕвелтухăç тайлăмĕсем) иккĕ-виççĕн пайĕ пурте Хакасин территорийĕнче вырнаçать тата республикăн çутçанталăк чиккисем пулса тăраççĕ. Кызлясов пикĕ чи çӳллĕ вырăн. Урăх территори лаплă, ăçта Минусинск лупамĕ выртать. Чи пысăк юханшын ку Енисей, ытти юханшывсем: Абакан, Томь, Шурă Июс, Хура Июс тата Чулым (Енисей тата хĕвелтухăç тусем хушшинче), пурте вĕсем (Абакансăр кăна) Обь бассеинĕ пайĕ. Республикăра ытла виçĕ çĕр кӳлĕсем пур, темĕнле тăвар тата тăварсăр. Климат континентлĕ. Кунта тимĕр, ылттăн, кĕмĕл, кăмрăк, нефть тата çутçанталăк газĕ çăлкуçĕсем пур. Хакасире чи пысăк Раççейре молибдениум çăлкуçĕ пур. Кăнтăрта, хĕвеланăçра вăрмансем ӳсеççĕ.

Remove ads

Кунçул

Thumb
РФ, ХР 10 тĕнке, реверс

VI-мĕш ĕмĕрте хальхи Хакасин территорийĕнче Енисей Кăркăссен патшалăхĕ пулнă. XIII-мĕш ĕмĕрте, кăркăссене монголсем çĕнтернĕ тата ытла кăркăс халăхĕ Вăта Азире миграциленĕ, ăçта вĕсем хальхи Кăркăсстанта пурăнаççĕ. Хакассем юлашки кăркăссен (Çĕпĕрте пурăнакан) уйрăлтанă. Раççей патшалăхĕнче хакассем Пётр I вăхăчĕнче (16821725) кĕнĕ[4].

Çак пĕрлештерни, Буря килĕшĕвĕпе Раççей тата Китай хушшинче, 1729 çулта çырнă. Раççей Европа пайĕнчен преступлени тăвакансемшĕн Хакасире Раççей влаçĕ нумай ялсем тунă (1707 - 1718). Нумай вырăнти хакассем, вĕсен куçан традици пурнăçĕрен, вырăс православире хĕрестленĕ. 1917 çулта, Раççей революцийĕ хыççан, вырăссем Хакасире çур халăх пулнă. 1930 ҫулхи ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче кунта Совет влаçĕ кайнă чухне, Хакас Автономиллĕ облаçне (Красноярск Енче) йышăннă. 19201930 çулсенче Хакасире яхăн 250 пин вырăссем кайнă. Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи пуçланă чухне, кунта 10 пин атăлçи нимĕçсем депортациленĕ. 1959 çулхи Халăх йыш çырăвĕпе Хакас облаçĕнче пĕчĕкрех 10% хакассем пулнă.

1991 çулта Хакас АО Красноярск Енчен тухнă та Раççей Федерацийĕнче Хакас Совет Социализм Республики пекех тепĕр кайнă. 1992 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Хакас Республики ятне улăштарнă.

Remove ads

Административлă пайлани

Thumb
ХР районĕсем

Хакас Республикинче 8 район (хак. аймағ) тата 5 хула тăрăхĕ пур. Тĕп хула - Абакан.

Хула тăрăхĕсем

  • Абаза
  • Абакан
  • Саяногорск
  • Сорск
  • Черногорск

Районсем

  • Алтай районĕ - Шурă Яр ялĕ
  • Аскиз районĕ - Аскиз ялĕ
  • Бея районĕ - Бея ялĕ
  • Боград районĕ - Боград ялĕ
  • Орджоникидзе районĕ - Копьёво паççулки
  • Таштып районĕ - Таштып ялĕ
  • Усть-Абакан районĕ - Усть-Абакан х.е.п.
  • Шира районĕ - Шира ялĕ

Влаç органĕсемпе политика

Чи мăн нормативлă-тивĕç-ирĕк акт ку Хакас Республикин Конституцийĕ[5]. Вăл 1995 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ХР Мăн Канашĕпе йышăннă.

Хакасин Пуçлахĕ

Халĕ, Хакас Республикин пуçлăхĕ - Коновалов Валентин Олегович[6].

Пуçлăхсен ят-йышĕ

Подробнее №, Республика Пуçлăхĕ ...
Remove ads

Халăх

Халăх йыш çырăвĕсемпе: 2010 çулта кунта 532 403 çын пурăннă, 2002 - 546 072 çын, 1989 - 568 605 çын.

Халăхсем

Thumb

2021 çулхи Пĕтĕм Раççей çырăвĕпе[9] вырăссем 82.1% республика халăхĕ пулнă, хакассем 12.7% кăна. Ыттисем: нимĕçсем (0.7%), тувинсем (0.5%), украинсем (0.4%), тата ытти пĕчĕк халăхсем.

Халăх йышĕ

Подробнее Халăх ушкăнĕ, 1926 çырăвĕ ...
Remove ads

Экономика

Хакасире тĕп индустри ку кăмрăк, руда тата йывăç тупни.

Çавăн пек пăхăр

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads