Анăç-Çĕпĕр чукун çулĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Анăç-Çĕпĕр чукун çулĕ — Транс Çĕпĕр магистралĕн пайĕнчи чукун çул.
Çулăн кун-çулĕ

Çула 1892—1896 çулсен тапхăрĕнче хысна укçипе хывнă. Паллă йĕрĕсем: Челепи — Курган (1893), Курган — Омск (1894), Омск — Обь (1895). Ăренпур, Тобол, Томск, Иркут кĕпернисен, Акмола облаçĕн территорипе пырать. Çул тăсăлăвĕ 1899 çул тĕлне — 1408 км.
Çул Чукун çулсен министерстви тытăмĕнче шутланнă, çул управленийĕ Челепире пулнă. 1899 çулта Вăтам Çĕпĕр чукун çулĕпе пĕрле Çĕпĕр чукун çулне хушнă.
Анăç-Çĕпĕр чукун çулĕн хальхи системи 1961 çулта Омскпа Томск чукун çулĕсене пĕрлештерсен пулса тăнă. Çул УАО «Раççей чукун çулĕсем» филиалĕ шутланать. Çул управленийĕ — Çĕн Çĕпĕрте.
Remove ads
Çулăн пахалăхĕ
Çул Омск, Çĕн Çĕпĕр, Кемĕр, Томск облаçĕсен, Алтай Енĕн тата Казахстанăн çурçĕрĕнчи темиçе пайĕ керекен территорисене çыхăнтарать.
Çулăн тĕп магистралĕсен тăсăлăвĕ — 8.985,6 км, эксплуатаци тăсăлăвĕ — 5.602,4 км. Çул шутне Транссибăн пайĕ, Вăтам Çĕпĕр чукун çулĕн пайĕ кĕрет. 1996 çулта çул шутне Кемĕр чукун çулĕпе Томск пайĕ кĕрет.
Анăç-Çĕпĕр чукун çулĕ ытларах çĕр кăмрăкне (70,8 %), çурт-йĕр материалĕсене (5,5 %), нефть тухăçĕсене (4,5 %), хура металлсене (3,8 %) турттарать.
Remove ads
Анăç-Çĕпĕр чукун çулĕн тытăмĕ
Çулăн уйрăмĕсем
- Анăç-Çĕпĕр чукун çулĕн Алтай уйрăмĕ, тĕпĕ — Барнаулра - НОД-4
- Анăç-Çĕпĕр чукун çулĕн Кузбас уйрăмĕ, тĕпĕ — Кемерте (малтан КУзбас чукун çулĕ) - НОД-3
- Анăç-Çĕпĕр чукун çулĕн Çĕн Çĕпĕр уйрăмĕ, тĕпĕ — Çĕн Çĕпĕрте - НОД-2
- Анăç-Çĕпĕр чукун çулĕн Омск уйрăмĕ, тĕпĕ — Омскра - НОД-1
Каçăсем
- Анăç-Çĕпĕр чукун çулĕн официаллă сайчĕ 2009 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- Анăç-Çĕпĕр чукун çулĕ УАО «Раççей чукун çулĕсем» сайтĕнче(ĕçлемен каçă)
- Электропуйăссем 2006 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ.
- Анăç-Çĕпĕр чукун çулĕн схеми(ĕçлемен каçă)
- Анăç-Çĕпĕр чукун çулĕн официаллă мар сайчĕ
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads