Омск облаçĕ

From Wikipedia, the free encyclopedia

Омск облаçĕ
Remove ads

Омск облаçĕ (выр. Омская область) — Раççей Федерацийĕн, Çĕпĕр Федераци тăрăхне кĕрекен облаҫӗ. Тӗп хули - Омск.

Краткие факты Тĕп хули, Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе - шыв пайĕн %. ...

Омск облаçĕ кăнтăр енче Казахстанпа, анăçпа çурçĕр енче Тĕмен облаçĕпе, хĕвелтухăç енче Çĕн Çĕпĕрпе Томск облаçĕсемпе юнашар вырнаçнă.

Remove ads

Тавралăхĕ

Çурçĕр енче кăнтăралла область 600 çухрăма, хĕвеланăç енчен хĕвелтухăçалла 300 çухрăма сарăлса выртать.

Тĕп юханшыв Иртыш тата унăн юпписем — Ишим, Омь, Оша, Тара.

Çутçанталăк

Облаçри климат континентри: хĕлсем сивĕ, хĕвеллĕ, юрлă; çусем вара типĕ те ăшă. Кăрлач уйăхĕнчи вăтам температура — -19°С, утă уйăхĕнчи вăтам температура — +19°С. Çулталăк тăршшĕпе 300−400 мм юр-çумăр çăвать.

Истори

Облаçе пĕрремĕш хут 1822 çулта М. М. Сперанский реформи вăхăтĕнче йĕркеленĕ. Каярахпа тĕрлĕ ятсем илнĕ:

  • 1854 çултанпа — Çĕпĕр кăркăсĕсен облаçĕ;
  • 1868 çултанпа — Акмола облаçĕ;
  • 1917 çултанпа — Омск облаçĕ;
  • 1918 çултанпа — Омск кĕперни.
  • 1925 çултанпа — кĕпернене пĕтерсе Çĕпĕр Ене кĕртнĕ;
  • 1934 çулхи раштавăн 7-мĕшĕнче — çĕнĕрен йĕркеленĕ;

Хальхи чиккисем 1943 çултанпа тытăнса тăраççĕ.

Халăх йышĕ

Халăх йышĕнчен 69% хула халăхĕ шутланать. Облаçри халăхăн çурри патнелле Омск хулинче пурăнать.

Администрациллĕ-территориллĕ тытăмлăх

Thumb

Администрациллĕ-территориллĕ тытăмлăх

Омск облаçĕн «Об административно-территориальном устройстве Омской области» саккунĕпе тата Уставĕпе, унăн тытăмĕнче малалла администрациллĕ виçисем пур[2][3]:

  • 6 облаç пĕлтерешпе хула
    • Омск
    • Исилькуль
    • Калачинск
    • Называевск
    • Тара
    • Тюкалинск
  • 32 район
    • 365 ял округĕ

Омск облаçĕн Администрациллĕ центрĕ Омск хули шутланать.

Омск облаçĕн пурăнан вырăнĕсем (2012 çулта)[4]:

  • 6 хула
  • 21 ĕç паççулки
  • 1477 ял пурăнан вырăнĕ

Муниципаллă тытăмлăх

2016 çулта Омск облаçĕнче 424 муниципаллă йĕркеленӳ пулнă[5], вĕсенчен:

Районсем

32 район тата 1 хула округĕ.

  1. Азово нимĕç наци районĕАзово ялĕ
  2. Большеречье районĕБольшеречье хеп
  3. Мăн Уки районĕМăн Уки ялĕ
  4. Горьковское районĕГорьковское хеп
  5. Знаменское районĕЗнаменское ялĕ
  6. Исилькуль районĕИсилькуль хули
  7. Калачински районĕКалачинск хули
  8. Колосовка районĕКолосовка ялĕ
  9. Кормиловка районĕКормиловка ялĕ
  10. Крутинка районĕКрутинка хеп
  11. Любинский районĕЛюбинский хеп
  12. Марьяновка районĕМарьяновка хеп
  13. Москаленки районĕМоскаленки хеп
  14. Муромцево районĕМуромцево хеп
  15. Называевск районĕНазываевск хули
  16. Анат Омка районĕАнат Омка ялĕ
  17. Нововаршавка районĕНововаршавка хеп
  18. Одесское районĕОдесское ялĕ
  19. Оконешниково районĕОконешниково хеп
  20. Омск районĕРостовка паççулки
  21. Павлоградка районĕПавлоградка хеп
  22. Полтавка районĕПолтавка хеп
  23. Вырăс Уçланки районĕВырăс Уçланки хеп
  24. Саргатское районĕСаргатское хеп
  25. Седельниково районĕСедельниково ялĕ
  26. Таврическое районĕТаврическое хеп
  27. Тара районĕТара хули
  28. Тевриз районĕТевриз хеп
  29. Тюкалинск районĕТюкалинск хули
  30. Усть-Ишим районĕУсть-Ишим ялĕ
  31. Черлак районĕЧерлак хеп
  32. Шербакуль районĕШербакуль хеп
  1. Омск хули
Remove ads

Экономика

Культура

Паллă çынсем

Каçăсем

Вуламалли

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads