Асламас Анисим Васильевич
Чӑваш композиторӗ From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Асламас Анисим Васильевич (1924 çулхи утă уйăхĕн 24-мĕшĕ, Вăрманкас Асламас ялĕ, Етĕрне районĕ, Чăваш АССР — 2000 çулхи чӳк уйăхĕн 2-мĕшĕ, Шупашкар, Чăваш Республики) — раççей чăваш композиторĕ[1].
Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1970), РСФСР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1976). Тăван Çĕршывăн вăрçин 1-мĕш степеньлĕ орденне, медальсене тивĕçнĕ.
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.
Remove ads
Биографи
1924 çулхи утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Етĕрне районĕнчи Вăрманкас Асламас ялĕнче çуралнă.
1937—1941 çулсенче Шупашкарти мусăк училищин мусăк педагоги уйрăмĕнче пĕлӳ илнĕ.
1942 çулхи кĕркуннере Хĕрлĕ Çара хĕсмете чĕннĕ. 1943 çулхи пуш уйăхĕнче фронта тухса кайнă; Брянск тата Орёл патĕнче çапăçнă, малалла Беларуçре, Тухăç Пруссие, Польшăна ирĕке кăларнă, Германире вăрçăна вĕçленĕ.
Çыхăнуçă-телефонист, çыхăну тĕлĕшĕн пуçлăхĕ, полкри оркестр мусăкçи (А. Горбатов генерал ертсе пынă 3-мĕш çар йышĕнче) пулнă.
1945—1948 çулсенче Киеври консерваторире (Б.Н.Лятошинскин композици класĕнче), 1955—1960 çулсенче Мускаври консерваторире (В.Г. Фере класĕ) вĕреннĕ.
2000 çулхи чӳк уйăхĕн 2-мĕшĕнче Шупашкарта çут тĕнчерен уйрăлса кайнă
Пайăр пурнăçĕ
- Арăм — Васильева Мария Васильевна, юрăç.
- Хĕрĕ — Татьяна
- Ывăлĕ — Алексей (1959-2016)
Remove ads
Хайлавсем
Оперăсем:
- "Священная дубрава" (1960);
- "Прерванный вальс" (1962);
- "Сеспель" (Чăваш мусăк театрĕнче 1971 çулта лартнă);
- "Вера Сарьялова" (1970);
- "Салампи" (1976).
Ораторисем:
- "Ленин" (1951);
- "Спасибо Ленину";
- "Сказ о Чувашии" (1976).
Вăл çавăн пекех "Нарспи и Сетнер" (Нарспипе Сетнер, 1976) балета, "Памяти поэта" (1956), "Космическая симфония" (1975) вокал-симфониллĕ поэмăсене çырнă.
Çавăн пекех вăл юрăсем кĕвелени çинчен, хорсем валли, романссем çырни çинчен каласа хăвармалла.
Remove ads
Асăнмалăх
- Ачасен Анисим Асламас ячĕллĕ ӳнер шкулĕ (Етĕрне хули, Чăваш Республики)
- Асламас урамĕ (Шупашкар, Чăваш Республики)
Вуламалли
- Л.И. Бушуева, Ю.А. Илюхин, «Чăваш Енĕн композиторĕсем», Шупашкар, 2014.
- Илюхин Ю. А. Композиторы Советской Чувашии. — Ч., 1982;
- Кондратьев М. Г. Песенное творчество А. В. Асламаса // Вопросы современного художественного творчества. — Ч., 1990.
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads