Етĕрне районĕ
Чӑваш Енӗн пайланӑвӗ From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Етĕрне районĕ, — Чăваш Республикин (РФ) администрациллĕ-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленӳ (муниципаллă район).

Remove ads
Тавралăхĕ
Çурçĕр енче Мари Эл республикипе юнашар вырнаçнă, хĕвеланăç енче — Чулхула облаçĕпе. Хĕвелтухăç енче Муркаш районĕ, кăнтăрта Хĕрлĕ Чутай районĕпе Элĕк районĕ вырнаçнă. Районăн çĕр лаптăкĕ 897,5 км2. Район администрацийĕ Шупашкартан 79 çухрăмра вырнаçнă Етĕрне хулинче вырнаçнă.
Район пуçлăхĕ - Кузьмин Владимир Николаевич. Район тăрăх Сăрăпа Вылă юханшывсем юхаççĕ. Район климачĕ вăтам континентлă. Хĕлсем нумая пыраççĕ, çăвĕсем ăшă, хăшпĕр чухне шăрăх та. Утă уйăхĕнче вăтам температура +18,6°С танлашать, кăрлач уйăхĕнче — -13°С. Чи сивĕ температура -44°С пулнă, чи шăрăххи — 38°С.
Remove ads
Истори
Района 1927 çулхи авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче туса хунă.
Халăх йышĕ, район тытăмлăхĕ
2010 çулта халăха çырнипе Етĕрне районĕнче чи йышлă халăх — чăвашсем (80% ытла). Вырăссем ытларах Етĕрнере тата Чулхула облаçĕпе чикĕ тытакан — Полянки, Йăвански, Чаканар, Засурки, Кĕçĕн Чураш, Заштранкă, Стрелецки, çаплах чăвашсемпе пĕрле Совхозный, Никитин, Никольское тата Орпа Павлово ялĕсенче — пурăнаççĕ.
|
Гимн
«Ман районӑм - Етӗрне». Сӑр ҫинче выртать илемлӗн Юмахри пек сарӑлса. Ман ҫӗршывӑм, Етӗрнейӗм, Юрлар сана мухтаса. |
Хушса юрламалли: Ҫирӗплен эс, чечеклен, Ман районӑм - Етӗрне. Пултаруллӑ та ӗҫчен – Тивӗҫ эс мухтав ятне. |
Кашласа ларать вӑрманӗ, Улӑхсем мӗнле хитре. Тырри-пулли куҫ виҫеймӗ Сарӑ тумлӑ уй-хирте. Хушса юрламалли:. |
Ҫыннисем пит тараватлӑ, Эпир пурте пӗр ҫемье. Ҫӗнелсе ҫӗклен хӑватлӑ Савнӑ ҫĕр - ҫӗршыв-анне. Хушса юрламалли: |
Remove ads
Паллă çынсем
- Аркадий Павлович Айдак — ССРП халăх депутачĕ (1989—1991 çç.), Етĕрне районĕн хисеплĕ гражданинĕ, «Ленинская Искра» колхоз председателĕ.
- Артемьев Александр Спиридонович (1924—1998) — чăваш прозăçи, сăвăçĕ тата литература критикĕ, тăлмач.
- Лаптев Валерий Янович, — спортсмен, боксер.
- Юн Тани, — чăваш киноактриси.
Çав. пекех
Асăрхавсем
Вуламалли
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads