Асламас Мария Васильевна

Чӑваш юрӑҫи, сасӑ режиссёрӗ From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Мария Васильевна Асламас (мӑшӑрланничченхи хушамат — Васильева; 1926 ҫурлан 5, ССРП, Чӑваш АССР, Ҫӑлпуҫ2016 нарӑсӑн 3, РФ, Чӑваш Ен, Шупашкар) — чӑваш, совет юрӑҫи тата сасӑ режиссёрӗ.

Асламас хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Васильева хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Краткие факты Тĕп хыпар, Тулли ят ...
Remove ads

Пурнӑҫ

1926 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗнче ССРПЧӑваш АССРти Канаш районӗнче (халӗ Тӑвай районӗ) Ҫӑлпуҫ ялӗнче Семёновсен Василий Семёнович тата Пелагея Сергеевна кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Унӑн ашшӗ Василий Семёнович, Раҫҫейри элтеш вӑрҫин Фрунзе М. В. командӑлаканӑн ҫарӗнче (хӗрлисен йышӗнче) хутшӑннӑ[1].

Мария Васильевна 1940—1943 ҫулсенче Канаш медицина вӗрентӗшӗнче вӗреннӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин вӗҫӗччен Тӑвай районӗн Тӑрмӑш ялӗнче медсестра ӗҫӗнче ӗҫленӗ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн, 1946—1952 ҫулсенче Сарӑту патшалӑх консерваторийӗн Чӑваш опера студинче вӗреннӗ. Студие вӗренсе пӗтернӗрен Чӑваш АССР-н юрӑпа ташӑ ансамблӗн ушкӑнне кӗнӗ.

1951 ҫултан Чӑваш хӗрарӑм вокалӗн квартечӗн хутшӑнаканӗ[2] (М.В. Васильева, З.Ф. Денисова, В.Н. Корнишина, Т.И. Чумакова). Квартет Пӗтӗм Пӗрлешӗвӗн конкурсӗн лауреачӗ тата Мускаври VI-мӗш Пӗтӗм Тӗнче ҫамрӑкпа студентсен фестивалӗн (1957)[3] хутшӑнаканӗ пулса тӑнӑ. Квартет чӑваш композиторӗн Анисим Асламас ҫырнӑ нумай чӑвашпа вырӑс юррине юрланӑ. Икӗ вуннӑ ҫулсем яхӑн ку юрӑ-кӗвӗ ушкӑнӗ Чӑваш Енче те, урӑх ҫӗрте те питӗ паллӑ пулнӑ.

1962 ҫулта Васильева анчахрах уҫнӑ Чӑваш Енӗн телекуравӗн Студинче сасӑ режиссёрӗ ӗҫӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫирӗм икӗ ӗҫ ҫулӗ хыҫҫӑн вӑл пенсие тухнӑ.

1953 ҫулта вӑл Асламас Анисим Васильевичпе мӑшӑрланнӑ. 1954 ҫулта вӗсен кил-йышӗнче хӗр ҫуралнӑ, ӑна Татьяна ят панӑ. 1959 ҫулта вӗсен ывӑлӗ — Алексей ҫуралнӑ. Асламас Алексей паллӑ чӑваш пианисчӗ тата дирижёрӗ пулса тӑнӑ.

2016 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче Шупашкарта ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. Шел пулин те, унӑн ывӑлӗ, Алексей хӑй амӑшӗн пытарӑвне ҫитнӗ хыҫҫӑн ку ҫулӑн нарӑсӑн 8-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ[4].

2017 ҫулта Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче Чӑваш Енӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Асламас Мария Васильевӑн тата унӑн ывӑлӗн пианист тата "Камерата Брно" чех оркестрӗн дирижёрӗн Асламас Алексей Анисимовичӗн асӑну каҫӗ итрнӗ[5].

"Мелодия" фирма Чӑваш хӗрарӑм вокалӗн квартечӗн пластинкисем кӑларнӑ[6]. Чӑваш радиопа телекуравӗн фончӗсенче квартетӗн 100 ытла ҫырӑвӗсем сыхланаҫҫӗ[2].

Харпӑр пурнӑҫ
  • Упӑшки: Асламас Анисим Васильевич — чӑваш композиторӗ.
    • Хӗрӗ: Асламас Татьяна Анисимовна
    • Ывӑлӗ: Асламас Алексей Анисимович (1959—2016) — чӑваш, раҫҫей, чех пианисчӗ тата дирижёрӗ.
Remove ads

Чыславсем

  • Чӑваш АССР-н культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1977), ССРП-н радиопа телекуравӗн малта пыраканӗ (1981).
  • Социалист ӑмӑртӑвӗн ҫӗнтерӳҫи (1973).
  • I-мӗш Чӑваш Енӗн ҫамрӑкпа студентсен фестивалӗ (1957), РСФСР-н Тури Атӑл конкурсӗн лауреачӗ (1957), Пӗтӗм Пӗрлешӳ Совет ҫамрӑкӗн конкурсӗн лауреачӗ (1957).
  • «1941—1945 ҫулсенчи Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хастар ӗҫленӗшӗн», Владимир Ильич Ленинӗн ҫуралнӑран 100 ҫула палӑртса «Хастар ӗҫленӗшӗн», «Ӗҫ ветеранӗ» медальсемпе тата «1941—1945 ҫулсенчи Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтерӗвӗн 50 ҫул», «1941—1945 ҫулсенчи Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтерӗвӗн 60 ҫул» тата «1941—1945 ҫулсенчи Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтерӗвӗн 65 ҫул» юбилейлӗ медальсемпе чысланӑ.
Remove ads

Асӑрхавсем

Каҫӑсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads