Ахрат Иван Васильевич
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Ахрат Иван Васильевич (чăн хушамачĕ Константинов) (1934, çĕртме, 3, Чăваш АССР, Йĕпреç районĕ, Энтриел ялĕ — 2004, Çĕнĕ Шупашкар хули, Чăваш Ен — чăваш прозăçи, сăвăçи, журналисчĕ[1]. Çырнисенчен ытларахăшĕ мусăк тĕнчипе çыхăннă.

Раççей çыравçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1994)
Remove ads
Пурнăçĕ
1934 çулхи çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Йĕпреç районĕнчи Энтриел ялĕнче çуралнă.
Çиччĕ класлă вăтам шкула вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти Ф.П. Павлов ячĕллĕ кĕвĕ училищине вĕренме кĕнĕ. Кайран Чăваш педагогика институтне пĕтернĕ. Улатăрти, Сĕнтĕрвăрринчи, Çĕнĕ Шупашкарти мусăк шкулĕсенче тата Шупашкарти пĕрремĕш номерлĕ шкул-интернатĕнче вĕрентнĕ. Республикăри Халăх пултарулăх çурчĕн методисчĕ вырăнĕнче ĕçленĕ. 1970-1990 çулсенче Чăвашрадиовĕн кĕвĕ ярăмĕсен редакторĕ тата тĕп редакторĕ вырăнĕнче ĕçленĕ.
2004 çулхи çĕртмен 4-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулинче вилнĕ.
Remove ads
Пултарулăх ĕçĕсем
1971 çулта унăн пĕрремĕш ĕçĕсем пичетленнĕ. «Топольсем» (Тополя) хайлавĕ «Çамрăк коммунист» хаçатра кун çутине курнă.
Иван Ахрат сăввисем çине нумай юрă хывнă. Вĕсен шучĕнче Л. Жуковскийĕн «Сарă хĕр юрри», Н. Карлинăн «Пĕрле ӳснĕ туссем», И. Степановăн «Çул юхать, юхать», «Ай, юрлар-и?» тата ыттисем.
Пичетленсе тухнă кĕнекисем:
Remove ads
Чыславсем
- Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1985)
- Чăваш Республикин мусăк пĕрлĕхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ
- Чăваш Республикин композиторĕсен Ассоциацин пайташĕ
Вуламалли
- Антонова, E. Пурнăç çулĕ – анлă çулĕ / E. Антонова // Ахрат, И. Çул юхать, юхать.../ И. Ахрат. – Шупашкар, 2002. – С. 5-9.
- Ахрат, И. Çынсен телейĕпе савăнатăп пулсан // Ахрат, И. Çул юхать, юхать... / И. Ахрат. – Шупашкар, 2002. – С. 162-182.
- Иван Ахрат // Ахрат, И. Cул юхать, юхать.../ И. Ахрат. – Шупашкар, 2002. – С. 3.
- Прокопьев, В. Иван Ахратăн çăлтăрĕ / В. Прокопьев // Тăван Атăл. – 2014. – № 12. – Прил.: с. 30-35 : сăн ӳкерчĕк.
- Ахрат (Константинов) Иван Васильевич // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 161.
- Жирнов, Н. Т. Ахрат (Константинов) Иван Васильевич / Н. Т. Жирнов // Ибресинский район : краткая энцикл. – Чебоксары, 2011. – С. 30.
Remove ads
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads