Вăратин районĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Вăратин райо́нĕ — Чулхула облаçĕн (РФЧ) администрациллĕ-территориллĕ йĕркеленĕвĕ (район) тата пĕр ятлă муниципаллă йĕркеленĕвĕ (муниципаллă район).
Администраци центрĕ — ĕçтеш паçулокĕ Вăратин.
Remove ads
Географи
Вăратин районĕ Чулхула облаçĕң тухăçĕнче вырнаçнă, Чулхула облаçĕн Воскресенск, Лысково, Сăпас, Пильнă районĕсемпе, çаплах Чăваш Енпе тата Мари Элпе чикĕ тытать.
Район территорине Атăл иккĕне: лăсăллă вăрманлă сулахай çыранĕнчине тата сылтăм çыранĕнчине — вăрманлă-çеçенхирлине — пайлать.
Район çĕрĕн лаптăкĕ — 1936 км2 е 193 600 гектар. Вĕсенчен вăрман çĕрĕ — 96 500 гa е районти çĕрĕн 49,9 %, ял хуçалăх çĕрĕсем — 57 100 га, çав шутра сухаламашкăн — 41 600 га. Çĕр айĕнче торф пур.
Remove ads
Пурăнан халăх
Районта 17 666 çын (2020) пурăнать, вĕсенчен 40,03 % — хулара.
Наци йышĕ
Ĕлĕкрех кунта марисем пурăннă. Район территоринче туçи марисен тĕп хули — Цепель — шутланнă, унăн çĕрĕ хальхи Васильсурск çумĕнче пулнă. Ытларахăш халăх — вырăссем, çаплах пĕчĕк ушкăнсемпе чăвашсем тата марисем пурăнаççĕ.
Чăвашсем пурăнан вырăнсем: Кукшату, Петровски, Казански, Шереметь, Сосенки, Утар тата Хмелевка.
Remove ads
Паллă çынсем
- Атласкин Авенир Алексеевич — Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ, агроном.
- Малов Михаил Семёнович — Совет Союзĕн Паттăрĕ.
- Массонов Николай Павлович — Совет Союзĕн Паттăрĕ.
- Морозов, Василий Фёдорович — Совет Союзĕн Паттăрĕ.
- Петров Семён Иванович — Совет Союзĕн Паттăрĕ.
- Просвирнов Михаил Алексеевич — Совет Союзĕн Паттăрĕ.
- Прохоров Василий Иванович — генерал-майор, дивизи командирĕ.
- Перфилов Александр Константинович — РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ.
- Овсянников Лев Васильевич — СССР Ăслăхсен академин академикĕ
- Петровский Мемнон Петрович — Санкт-Петербургăн ăслăхсен академин пайташ-корреспонденчĕ.
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads