Гвиней-Бисау

From Wikipedia, the free encyclopedia

Гвиней-Бисау
Remove ads

Гвине́й-Биса́у (порт. Guiné-Bissau, официаллă ячĕ — Гвине́й-Биса́у респу́блики (порт. República da Guiné-Bissau [ʁɛˈpublikɐ dɐ ɡiˈnɛ biˈsau])) — Хĕвеланăç Африкăри патшалăх, унччен Португали колонийĕ пулнă. 1973-мĕш çултан никама та пăхăнмасть. Сенегалпа тата Гвинейпа чикĕ тытать.

Краткие факты Патшалăх чĕлхисем, Тĕп хула ...

Гвиней-Бисау малалла тĕнчери организацисем йышне кĕрет: ПНО, АП, ЭКОВАС, Ислам килĕштерсе ĕçлени организацийĕ, Тĕнчери Франс чĕлхиллĕ çĕршывсен организацийĕ, Кăнтăр Атлантик тăнăçлăх тата коопераци зони.

Thumb
Юстици министерстви
Thumb
Пăла. Гвиней-Бисау
Thumb
Карнавал. Бисау
Remove ads

Истори

Çăр пăтăрмахĕ (2012)

2012-мĕш çулхи ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче Гвиней-Бисаура çар çыннисем патшалăх влаçне улăштарнă. Вăхăтлăх патшалăхПерейра Раймунду президентне тата малтан премьер-министр пулнă Гомеш Карлуш Жуниора арестленĕ. Пăтармах президент суйлавĕн пĕрремĕшпе иккĕмĕш туре хушшинче пулнă. Суйлава Карлуш Гомеш Жуниор хутшăннă, пĕрремĕш турта вăл сассен 49% пухнă, çав вăхăтрах оппозици кандидачĕ Камба Яла 23% пухма пултарнă. Яла пĕрремĕш тур вăхăтенче нумай фальсификаци тунă тесе иккĕмĕш тура хутшăнассинчен туннă [1].

Remove ads

Климат

Thumb

Административла пайлану

Тĕп статья: Гвиней-Бисаун административла пайланăвĕ
Ӳкерчĕк:Округа Гвинеи-Бисау.png
Гвиней-Бисаун административла пайланăвĕ (2007)

Гвиней-Бисау 9 округа пайланать, вĕсенчен 8- материк çинче, пĕри (Болама)Бижагош архипелагĕнче вырнаçнă. Тĕп хули - Бисау уйрăм округ шутланать. Лаптăкĕ чи пĕчĕкки пулсан та, халых йышĕ чи пысăкки. Утравсенчи округра халăх шучĕ чи пĕчĕкки.

Подробнее №, Регион ...


Пысăк хуласем

Подробнее Rank, Хула ...

Чĕлхесем

Халăхăн 14% çеç официаллă португал чĕлхипе калаçать. 44% криол чĕлхипе, ыттисем вырăнти Африка чĕлхисемпе калаçаççĕ. Португалсемпе метиссен нумайăшĕ тата криол е африка чĕлхисемпе калаçать. Шкулсенче франци чĕлхине те вĕрентеççĕ.

Тулаш суту-илӳ

Экспорт таварĕсем - кешью мăйăрĕ, креветкă, арахис, вăрман. Тĕпрен тавар илекенсем (2008 çул): Инди — 64 %, Нигери — 30 %, Пакистан — 1 %. Импорт — апат-çимĕç, промăçлăх таварĕсем, нефтепродуктсем. Тĕп тавар илсе килекенсем (2008 çул): Португали — 24 %, [[Сенегал [[— 17 %, Инди — 11 %, Кот-д’Ивуар— 5 %. Африка, Кариб бассейнĕ тата Лăпкă океан регион патшалăхĕсен организацине кĕрет.


Remove ads

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads