Руанда
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Руанда Респрублики - тĕп Африкăри пысăк мар патшалăх. Конго Демократи Республикипе хĕвелтухăçĕнче, Угандăпа çурçĕрте, Танзанипе хĕвелтухăçĕнче, Бурундипе кăнтăрта чикĕ тытать. Сăртсем нумай пулнипе пин сăрт çĕрĕ (фр. Pays des Mille Collines, киньяруанда Шаблон:Lang-rw тесе калаççĕ. 1994-мĕш çулхи Руанда геноцичĕпе тĕрчипех палăрнă.
Remove ads
Географи

Руанда Африкăн тĕп пайĕнче, экватортан кăштах кăнтăртарах вырнаçнă. Конго Демократи Республики чиккинче Киву кӳлипе Русизи юханшывĕ вырнаçнă. Юханшывсем Нил бассейне кĕрĕççĕ. Киву кӳлли- Африкăра крокодилсем çук пĕртен пĕр пысăк кӳлĕ. Патшалăхăн кăнтăр тата хĕвелтухăç пайĕнчи кӳлĕсенче крокодилсем пурăнаççĕ. Саванна патшалăхăн пысăк пайне йышăнать. Тусен тăвайкинче çумăр вăрманĕсем ӳсеççĕ. Чĕрчунсене пĕтернĕпе пĕрех. Пысăк чĕрчунсем (антилопасем, буйволсем, носорогсем, зебрасем, араслансем, слонсем, бегемотсем, крокодилсем, горилласем) заповедниксенче çеç сыхланса юлнă.
Remove ads
Халăх
Халăх шучĕ — 11,1 млн (2010 -мĕш çулхи çĕртме уйăхĕнчи хаклав). Çулталăкра ӳсни — 2,8 % (фертильность — пĕр хĕрарăм вăтамран 4,99 ача çуратать).
Вăтамран арçынсем 49 çул, хĕрарăмсем 52 çул пурнăнаççĕ. ВИЧ вирусĕ пĕтĕм халăхăн 2,8 % юнĕнче сарăлнă (2007 çулхи хаклав). Хулара 18 % пурăнать. Этно-расса тытăмĕ - хуту (банту шутне кĕрекен) 84 % , тутси (хамитсем шутне кĕреççĕ) 15 %, тва (пигмейсем) 1 %. Официаллă чĕлхесем - франци тата киньяруанда чĕлхи. Суту-илӳре суахили чĕлхи сарăлнă. Халăхăн 69 % (76 % арçын, 64 % хĕрарăм — 2002 çулхи çырав тăрăх) хутла пĕлеççĕ.
Remove ads
Тĕнсем
Католиксем - 56,5 %, протестантсем 26 %, адвентистсем 11,1 %, мусульмансем 4,6 %, вырăнти тĕрсем 0,1 %, атеистсем 1,7 % (2001).
Экономика
Çутçанталăк ресурсĕсем — ылтăн, тăхлан, вольфрам, берилли, çутçанталăк газĕ, гидроэнерги, тулăх тăпрасем.
Администрациллĕ пайлану

2006-мĕш çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен Руанда пилĕк провинци (intara) çине пайланать. Кашни провинци вăтăр района (akarere) пайланать, расонсем секторсем çине пайланаççĕ.
- Çурçĕр провинци
- Хĕвелтухăç провинци
- Кăнтăр провинци
- Хĕвеланăç провинци
- Кигали провинцийĕ
Çав. пекех
- Руандăри геноцид
- Википеди киньяруанда чĕлхипе
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads