Евдокимов Николай Евдокимович
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Евдокимов Николай Евдокимович (1893, çĕртме, 18, Çĕнĕ Таяпа ялĕ, Шунтал районĕ, Самар облаçĕ — 1964, утă, 16, Канаш хули, Чăваш АССР), — чăваш юптаруçи, прозăçи.
Раççейри граждан тата Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.
Remove ads
Пурнăçĕ
1893 çулхи çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче Самар облаçĕн Шунтал районĕн Çĕнĕ Таяпа ялĕнче çуралнă.
Тетĕшри педагогика курсĕсенче вĕреннĕ.
1925 çулта Хусанти патшалăх университечĕн медицина факультечĕнче вĕренсе диплом илнĕ, тепĕр çулта Хусантах акушерлĕх клиникинче ординатурăра пĕлĕвне ӳстернĕ.
Шупашкар хулин пульницин ĕçлев амбулаторине, акушер-гинекологи уйрăмне ертсе пынă.
1935–1936 çç. Чăваш Енри хĕрарăмпа ачан социаллă гигиени институчĕн директорĕом тата ассистенчĕ вырăнĕнче тăрăшнă. 1937 - 1941 çç. Канашри хулан акушерлĕх-гинекологи уйрăмне ертсе пынă.
Вăрçă тапрансан çарти 42 №-лĕ хирурги отрядĕнче хирург пулса вăй хунă. Демобилизациленĕ хыççăн, 1946 çулта Канашри хула пульницин акушерлĕх-гинекологи уйрăмне ертсе пыма пуçланă.
Литература ĕçĕпе те хăтланнă. Сăвăсемпе юптпрусем хайланă, совет тата ютçĕр прозăçисен ĕçĕсене, медицинăна вĕренмелли кĕнекесене чăвашла куçарнă.
1963 çулта Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ тухтăрĕ ятне панă.
1964 çулхи утă уйăхĕн 16-мĕшĕнче Канашра вилнĕ.
Remove ads
Ĕçĕсем
Пичетленсе тухнă кĕнекисем:
Асăрхавсем
Вуламалли
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads