Елчĕк (Елчĕк районĕ)
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Елчĕк, Jelcĕk — Чăваш Енĕн Елчĕк районĕн тĕпĕ. Шупашкартан 140 çухрăмра, Канашран 65 çухрăмра, Таяпа çырми Кĕçĕн Пăла шывне юхса кĕнĕ тĕлте вырнаçнă.
 Ку терминӑн урӑх пӗлтерӗшсем пур, Елчĕк пӑхӑр.
 Ку терминӑн урӑх пӗлтерӗшсем пур, Елчĕк пӑхӑр.Remove ads
Тавралăхĕ
Вăрмансăр та уй-хирлĕ, хура тăпраллă вырăн. Çывăхра Аслă Елчĕк, Ĕнел, Тускел, Акчел тата ытти ялсем вырнаçнă.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 2544 çын, çав шутра 1225 арçын, 1319 хĕрарăм пурăннă[1].
Кунçулĕ
Чылай вăхăт Кĕçĕн Елчĕк ятпа çÿренĕ.
Елчĕк гербĕ пирки
Елчĕк районĕн "Колхоз ялавĕ" хаçачĕн 1994-мĕш çулхи раштавăн (декабрĕн) 13-мĕшĕнчи номерĕнче пĕчĕк статья пичетленсе тухнă. Унăн ячĕ — "Елчĕкĕн те герб пулмалла". Çав статьяра палăртнă сĕнÿпе пĕрлех Елчĕк ялĕн гербĕн проекчĕ те пур. Хулкан çинче Пăла, Кĕçĕн Пăла, Таяпа шывĕсем еплерех пĕрлешнин схеми (планĕ). Тивĕçлĕ вырăнта — уйрăм пÿрт ÿкерчĕкĕ, вăл Елчĕк ялне символла майпа палăртать. Асăннă проекта пурнăçа кĕртсе герб туса хуман. Ытти проектсем пулнă-и, пулман-и — ку паллă мар. Хальхи вăхăтра Елчĕк ялĕн ятарлă гербĕ çук. Районăн — пур. Анчах та вăл пĕр харăсах район центрĕн те гербĕ пулнине ятарласа палăртман.[2]
Remove ads
Паллă ентешсем
- Беляев Александр Филиппович (15.08.1908 — 11.12.1943) — Совет Союзĕн Паттăрĕ.
- Иванов Николай Петрович (1904-1959) — Совет Союзĕн Паттăрĕ.
- Сергеева Юлия Сергеевна (1900-1949) — чăвашран тухнă малтанхи хĕрарăм тухтăрсенчен пĕри.[3]
- Сергеева Евдокия Сергеевна (1907-1979) — чăвашран тухнă малтанхи хĕрарăм тухтăрсенчен пĕри.[4]
- Анкинович Екатерина Александровна (1911-1991), кеолоки-минералоки ăслăлăхĕсен тухтăрĕ, профессор.
- Филимонов Валерий Николаевич — (2018-мĕш çултанпа Чăваш республикин Патшалăх Канашĕн пуçлăхĕ)[5].
- Плющев Юрий Николаевич — «Беларусьфильмри» кинооператор[6].
- Музыкантова Валентина Ивановна (1948) — актриса.
- Владимир Владимирович Кудряшёв (1902-1944) — ÿнерçĕ[7].
Remove ads
Каçăсем
- Елчĕк ял тăрăхĕ
- Чăваш Ен пурăнан вырăнсем 2018 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
- С.И. Выйкин, Н.С. Головина. Чăваш энциклопедийĕ(ĕçлемен каçă)
- Илле Тукташ, "Хĕл илемĕ" Борисов Егор калать
Асăрхавсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads





