Елчĕк (Елчĕк районĕ)

From Wikipedia, the free encyclopedia

Елчĕк (Елчĕк районĕ)map
Remove ads

Елчĕк, JelcĕkЧăваш Енĕн Елчĕк районĕн тĕпĕ. Шупашкартан 140 çухрăмра, Канашран 65 çухрăмра, Таяпа çырми Кĕçĕн Пăла шывне юхса кĕнĕ тĕлте вырнаçнă.

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Елчĕк пăхăр.
Краткие факты
Remove ads

Тавралăхĕ

Вăрмансăр та уй-хирлĕ, хура тăпраллă вырăн. Çывăхра Аслă Елчĕк, Ĕнел, Тускел, Акчел тата ытти ялсем вырнаçнă.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 2544 çын, çав шутра 1225 арçын, 1319 хĕрарăм пурăннă[1].

Кунçулĕ

Чылай вăхăт Кĕçĕн Елчĕк ятпа çÿренĕ.

Елчĕк гербĕ пирки

Елчĕк районĕн "Колхоз ялавĕ" хаçачĕн 1994-мĕш çулхи раштавăн (декабрĕн) 13-мĕшĕнчи номерĕнче пĕчĕк статья пичетленсе тухнă. Унăн ячĕ — "Елчĕкĕн те герб пулмалла". Çав статьяра палăртнă сĕнÿпе пĕрлех Елчĕк ялĕн гербĕн проекчĕ те пур. Хулкан çинче Пăла, Кĕçĕн Пăла, Таяпа шывĕсем еплерех пĕрлешнин схеми (планĕ). Тивĕçлĕ вырăнта — уйрăм пÿрт ÿкерчĕкĕ, вăл Елчĕк ялне символла майпа палăртать. Асăннă проекта пурнăçа кĕртсе герб туса хуман. Ытти проектсем пулнă-и, пулман-и — ку паллă мар. Хальхи вăхăтра Елчĕк ялĕн ятарлă гербĕ çук. Районăн — пур. Анчах та вăл пĕр харăсах район центрĕн те гербĕ пулнине ятарласа палăртман.[2]

Remove ads

Паллă ентешсем

Remove ads

Каçăсем

Асăрхавсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads