Хĕрлĕ Чутай районĕ

From Wikipedia, the free encyclopedia

Хĕрлĕ Чутай районĕ
Remove ads

Хĕрлĕ Чутай районĕ, — Чăваш Республикин (РФ) администрациллĕ-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленĕвĕ (муниципаллă район).

Краткие факты Патшалăх, Статус ...
Thumb
Хĕрлĕ Чутай картти

Чăваш Енĕн çурçĕр-анăç енче вырнаçнă. Лаптăкĕ — 691,6 км2, çурçĕр енчен кăнтăралла тата анăç енчен тухăç еннелле 36 çухрăма тăсăлнă. Хĕвел анăç енче Сар юханшывĕ тăрах Чулхула облаçĕпе чикĕ иртет. Çурçĕр енче Етĕрне районĕ, тухăç енче — Элĕк районĕ, кăнтăр енче Çĕмĕрле районĕ вырнаçнă.

Район администрацийĕ Хĕрлĕ Чутай салинче вырнаçнă. Районăн кулленхи кăларăмĕ — Пирĕн пурнăç хаçат.

Remove ads

Çутçанталăк

Район чăваш плато çинче вырнаçнă. Район варрипе çурçĕн енĕпе пĕчĕк юханшывсемпе çырмасемпе нумай тĕл пулаççĕ.

Çĕр айĕнчи пурлăхсенчен кунта хăйăр, кирпĕч тума юрăхлă суглиноксем тĕл пулаççĕ.

Кăрлач уйăхĕн вăтам температури -12,2°С танлашать, утă уйăхĕнче — 18,7 °C. Чи сивĕ температурăна кунта -44 °C паллă тунă, чи ăшшине — 37 °C. Çул тăршшĕпе 492 мм юр-çумăр çăвать.

Районăн 33% вăрмансем йышăнаççĕ. Ытларах пайĕпе кунта юман (55%), вĕрене, каврăç, ильм тĕл пулать.

Remove ads

Халăх йышĕ

Районта 1999 çул пуçламăшĕнче 22,7 пин çын пурăннă. Районта пурĕ 70 ял, вĕсенче вăтамран 354 çын пурăнать. Халăхсенчен ытларах пайĕ чăвашсем — 97%.

Администрациллĕ пайлану

Район гимнĕ

Хĕрлĕ Чутай районĕн гимнĕ "Чечеклен,Чутай Ен" сăввине Петĕр Ялкир çырнă, кĕввине - Фёдоров П.

Паллă çыннисем

Remove ads

Çавăн пекех пăхăр

Вуламалли

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads