Арис Аркадий Иванович

From Wikipedia, the free encyclopedia

Арис Аркадий Иванович
Remove ads

Арис Аркадий Иванович (паспортри хушамачĕ Золотов) (1901, кăрлач, 29, Синер ялĕ, Элĕк вулăсĕн (халĕ Чăваш Республикин Элĕк районĕ), Етĕрне уесĕ, Хусан кĕпĕрни, Раççей империйĕ1942, çĕртме, 1, Иланская чукун çул чарăнăвĕ, Красноярск Ен, РСФСР, СССР), — чăваш прозăçи, литература тишкерӳçи, тăлмач[1][2][3].

Краткие факты Çуралнă чухнехи ят:, Çуралнă вăхăт: ...

ССРП ÇП пайташĕ(1934 çул).

Remove ads

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

1901 çулхи кăрлачăн 29-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнине кĕнĕ Етĕрне уесĕнчи Элĕк вулăсĕн (халĕ Чăваш Республикин Элĕк районĕ) Синер ялĕнче çуралнă.

Элĕкри икĕ класлă шкулта хута вĕренсе 1915 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче пĕлӳ илме тытăннă.

Кунта вăл К. В. Ивановăн, Т. С. Семёновăн, Шупуççыннин ĕçĕсемпе паллашнă та хайĕн пурнăçне те чăваш литературипе çыхăнтарма шутланă.

Совет влаçĕн пĕрремĕш кунĕсенчех Аркадий Золотов халăхăн пурнăçне хастар хутшăнать. 1919 çулта ăна Чĕмпĕр кĕпернин ĕçтăвакан комитечĕн çутĕç пайĕн чăваш уйрăмĕн ертӳçĕ пулма суйланă. 1919 çулхи ака уйăхĕнче Арсений тата Николай тăванĕсемпе ирĕк кăмăлпа 7-мĕш Чĕмпĕр перевçĕсен полкне (командир — Космовский Н. С.) хĕсмете тăнă та 1919—20 çулсенче Ăренпур, Илецк тата Уральск патĕнчи йывăр çапăçусене хутшăннă. Фронтра вăл большевиксен партине кĕнĕ.

Вăрçăран таврăнсан Аркадий Иванович 1922 çулта вĕрентӳçсен институтĕнче вĕренсе тухать.

1922 çулта Аркадий Шупашкара куçса каять. 1928—1931 çулсенче Аркадий Арис — «Канаш» хаçатпа «Сунтал» журналăн редакторĕ, çав вăхăтрах «Капкăн» журналра та тăрăшать, Чăваш Енре радиокалаçăва сарас ĕç-пуçра вăй хурать. «Трактор» альманаха (малашне вăл «Тăван Атал» журнал) пуçарнă çĕре хутшăнать.

1934 çулта чăваш çыравçисемпе журналисчĕсем ăна Пĕтĕм Раççейри çыравçăсен пĕрремĕш съездне делегат ĕçне шанса яраççĕ, унта Аркадий Иванович чăваш литературине аталантарассине каласа парать[4].

Н. Я. Золотов Ленинграда Ăслăх академине кайсан, Аркадий Иванович пĕр хушă Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвне ертсе пырать. 1934 çулта ăна СССР ÇП йышăнаççĕ.

1937 çулхи юпан 23-мĕшĕнче литература ĕçченне ареслесе ЧАССР ШĔХК тĕрмине лартаççĕ[5].

1942 çулхи чӳкĕн 24-мĕшĕнче 41 çулти А. И. Золотовăн çĕр çинчи çулĕ Çĕпĕрти лагерьте сарăмсăр татăлать.

Remove ads

Ĕçĕсем

Критикăлла тата публисцистикăлла статьясем çырнă. Чăваш литература критикине пуçараканнисенчен пĕри пулнă.

М. Горкийĕн Манăн университетсем тата Д. Фурмановăн «Чапаев» кĕнекисене чăвашла куçарнă.

Асăрхавсем

Вуламалли

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads