Иртыш (юханшыв)
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Иртыш, — Азире юхакан юханшыв, Обь юханшывăн тĕп юппи. Тăршшĕ 4370 çухрăмпа танлашать. Китай (525 çухрăм), Казахстан (1835 çухрăм) тата Раççей (1835 çухрăм) çĕрĕсем урлă юхать. Бассейн лаптăкĕ — 1643 пин км².
Иртыш çалкуçĕ Китай енчи Алтайăн тăвĕсенче вырнаçнă. Китайран вăл Хура Иртыш ятлăскер Казахстанри Зайсан котловинине юхса кĕрет. Çапла вăл Зайсан кӳллине лекет. Унсăр пуçсăр ку кӳлле Тарбогатай тата Саур хребечĕсенчен, Рудаллă Алтайран пит нумай юханшыв юхса кĕрет. Иртыш вара Зайсан кӳлĕрен çурçĕр-хĕвеланăçнелле Бухтарма ГЭСĕ урлă юхса тухать. Çавăн пекех юханшыв çинче Шульбин ГЭСĕ вырнаçнă.
Кимĕсем юханшыв тăрăх ака уйăхĕпе чӳк уйăхĕчен ишме пултараççĕ.
Иртыш çинче çак хуласем вырнаçнă: Усть-Каменогорск, Семипалатинск, Павлодар, Омск, Тара, Тобольск, Ханты-Мансийск.
Remove ads
Юпписем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads