Ишим (юханшыв)
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Иши́м (казах. Есіл) — Казахстанпа Раççей çĕрĕсенче юхакан шыв, Иртышăн сулахай юппи. Тăсăлăвĕ 2450 çм, шыв-çĕр лаптăкĕ 177 пин çм².
Remove ads
Тавралăхĕ
Юханшыв Нияз тăвĕсенче пуçланать; малтан ытларах анăçалла тата çурçĕр-анăçалла, хĕсĕк айлăмпа юхать, çыранĕсем чуллă. Астанаран анатарах айлăмĕ сарăлать. Державинскран иртсен çурçĕрелле тата çурçĕр-тухăçалла çаврăнать. Тата анатарах юханшыв Анăç-Çĕпĕр айлăмне тухать те яка Ишим çеçенхирĕпе анлăн юхать, чи анатра шурлăх çĕрсенче юхса иртет.
Юханшывпа Петропавловскран 270 çм тата Викуловоран юхса кĕриччен пăрахут çӳреме пултарать. Иртыша Усть-Ишим патĕнче юхса кĕрет.
Юр шывĕпе тулать. Чӳк уйăхĕнче пăрпа витĕнет, ака-çу уйăхсенче пăртан тасалать. Çуркунне 15 çм анлăш саралать. Юхса кĕнĕ çĕртен 215 çм 56,3 м³/çек шыв турттарать, чи пысăкки — 686 м³/çек.

Тĕп юпписем — Колутон, Жабай, Акканбурлук (сылтăммисем). Юханшыв çинче Вячеслав, Сергеев шывуправĕсем вырнаçнă.
Ишим çинчи хуласем: Казахстанра — Астана, Первомайка, Сергеевка (Акмола облаçĕ), Державинск, Есиль, Сергеевка (Çурçĕр-Казахстан облаçĕ), Петропавловск; Раççейре — Ишим, Балаганы, Каргалы, Усть-Ишим.
Remove ads
Çавăн пекех пăхăр
- Державинск
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads