Кĕлĕмкасси

From Wikipedia, the free encyclopedia

Кĕлĕмкассиmap
Remove ads

Кĕлĕмкасси (выр. Климово) — Чăваш Енри Йĕпреç районĕнчи ял.

Краткие факты
Remove ads

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

Кĕлĕмкассинче 600 киле яхăн. Ялта вăтам шкул, ача сачĕ, культура çурчĕ тата 7 суту-илӳ çурчĕ пур. 1904 çултанпа чиркӳ ĕçлет.

2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 1015 çын, çав шутра 497 арçын, 518 хĕрарăм пурăннă[1].

Урамĕсем

  • Завод урамĕ;
  • Канаш урамĕ;
  • Комсомол урамĕ;
  • Ленин урамĕ;
  • Çамрăклăх урамĕ;
  • Кĕпер урамĕ;
  • Çыран урамĕ;
  • Совет урамĕ;
  • Чапаев урамĕ;
  • Шкул урамĕ;

Истори

Авалтанпах çак легенда çӳрет: Андрюш, Чураш тата Клим Хум херрипе аннă. Анчах виççĕшĕ те çут çанталăк илемне хăйне май кăмăлланă. Çавăнпа та вĕсем уйрăлса каяçсĕ. Андюшпа Чураш сăртлă вырăнта тăрса юлаççĕ, Клим вара сăртлă вырантан аяалла анать. Çапла вара сăртлă вырăнпа айлăмра виçĕ ял пĕр-пĕринчен инçех мар вырнаçнă: Кĕлĕмкасси (Климово), Пучинке ( Чурашево) тата Чăшкасси (Андрюшево).

Малтан Çĕрпӳ уесне, кайран 1922 çулхи çĕртме уйăхĕн 22 хыççăн Патăръел уесне кĕнĕ. Ку пĕтĕм тапхарта ял Хурамал вулăсне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Йĕпреç районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Канаш районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Йĕпреç районне кĕрет [2].

Remove ads

Паллă çынсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads