Кавказри Албани

From Wikipedia, the free encyclopedia

Кавказри Албани
Remove ads

Кавказри Алба́ни (хăйсене хайсем епле чĕнни паллă мар, ав.гр. Ἀλβανία, авалхи эрменле Աղուանք [Агуанк], çĕнĕ эрменле Աղվանք [Агванк], вăтам персла Арран[1]) — авалхи патшалăх, пирĕн эрăчченхи II ĕмĕр вĕçĕнче[2][3] — тата I ĕмĕр варринче[4][5] Кăнтăр Кавказăн хĕвелтухăç енче никĕсленнĕ, паянхи Азербайджан, Грузи тата Дагестан территорийĕсене йышăнса тăнă.

Краткие факты Туçи Карабах историйĕ ...
Thumb
Ку терминӑн урӑх пӗлтерӗшсем пур, Албани (пĕлтерĕшсем) пӑхӑр.

Асăннă патшалăхра нумай тĕрлĕ халăх пурăннă. Çăлкуçсече вĕсен йышĕ 26 ят таран тупăнать. Тĕпрен илсен, çав халăхсен чĕлхисем паянхи Дагестанри лезгинсемпе табасарансен чĕлхисене çывăх теме пулать. Анчах та урăхларах чĕлхеллисем те пулман мар. Çавна май, кунта пуçпулса таракан тĕп халăх тата тĕп чĕлхе пулнă тесе калама та май çук.

Пурăна киле Кавказри албансем христиансем пулса тăнă. Çак тĕне вĕсем кÿршĕри Арменирен йышăннă. Тĕп халăхпа тĕп чĕлхе пулмасан та, пурăна-киле кунти пĕр халăхăн çырулăхĕ çуралнине палăртмалла. Çав халăха агвансем тенĕ, чĕлхине вара — агван чĕлхи. Çырулăха кÿршĕри эрменсен меслечĕпе ăсталанă. Анчах та кунашкал çырулăх çуралсан та, вăл кунти пĕртен-пĕр официалла чĕлхе статусне илеймен.

Thumb
Кавказри Албани пирĕн эрăн 300-мĕш çулĕсем тĕлнелле. Ун чухне вăл Рим империйĕн вассалĕ пулнă

Кавказри Албани хальхи ĕмĕрĕн VIII ĕмĕрĕ тĕлне, арабсем килсе хуçаланма пуçласан, сÿнсе ларнă.

Кăнтăр Кавказри Албанин паянхи паянхи еткерçисем тесе Азербайджанри высăках мар халăха удинсене (йышĕ 10 000 çын тĕлнелле) калама пулать.

Remove ads

Асăрхавсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads