Каспи тинĕсĕ

From Wikipedia, the free encyclopedia

Каспи тинĕсĕmap
Remove ads

Каспи тинĕсĕ — Çĕр çинчи чи пысăк кӳлĕ, Европа Азипе çыхăннă çĕртре вырнаçнă.

Краткие факты
Thumb
Caspian Sea Khezeshahr beach
Thumb
Каспи тинĕсĕ
Thumb
Terra Satellite (MODIS)
Thumb
Стенька Разин (Василий Суриков)
Remove ads

Географи

Каспи тинĕсĕ S латин сас палли пек курăнать, тăршшĕ çурçĕртен кăнтăра - 1200 çухрăма яхăн, анăçран тухăçа - 195-435 çухрăм, вăтам вăрăммăшĕ — 310-320 çухрăм.Лаптăкĕ яхăн 400 пин çм2. Каспи тинĕсĕ физика-географи енĕпе виççĕне пайланать - Çурçĕр Каспи, Вăтам Каспи тата Кăнтăр Каспи. Килĕштернĕ чикĕ Çурçĕр тата Вăтам Касписем Чечен утравĕ - Тюб-Караган сăмсахĕ йĕррипе пырать, Вăтам тата Кăнтăр Касписемпе - Пурăну (Жилой) утравĕ - Ган-Гулу сăмсахĕ йĕррипе пулать. Лаптăк шучĕсем:

  • Çурçĕр Каспи — 25 %
  • Вăтам Каспи — 36 %
  • Кăнтăр Каспи — 39 %.

Каспи тинĕсĕнчен шыв ыхса тухмасть, шывĕ тăварлă, 0,05 ‰ Атăл юхса кĕнĕ çĕртре, 11—13 ‰ кăнтăр-тухăçĕнче. Шыв шайĕ часах улшăнать, халĕ - 28 м аялтарах Тĕнче океанĕн шайĕнчен. Тинĕс шывĕн лаптăкĕ - 371 000 çм² майлă, чи тарăннни - 1025 м.

Remove ads

Этимологи

Ячĕ хуртан пулса кайма пултарать - хур тинĕсĕ. Каспи тинĕсĕ хăйĕн ятне çавсенчен илсе юлнă. Каспи тинĕсĕн хăйĕн пурнăçĕнче 70 ят пулнă - Гиркан тинĕсĕ, Хвалын тинĕсĕ, Хазар тинĕсĕ, Абескун тинĕсĕ, Сарай тинĕсĕ, Дербент тинĕсĕ, Сихай тинĕсĕ тата ытти йăхсен-халăхсен ячĕллĕ.

X - XIII ĕмĕрсенче Пăлхар тинĕсĕ ячĕ пулнă.

Истори

Каспи тинĕсĕн çурутравĕсем

Пысăк утравĕсем


  • Ашур-Ада утравĕ
  • Гарасу утравĕ
  • Гум утравĕ
  • Даш утравĕ
  • Зира утравĕ
  • Зянбил утравĕ
  • Кюр Дашы утравĕ
  • Хара-Зира утравĕ
  • Сенги-Мугань утравĕ
  • Чечен утравĕ
  • Чыгыл утравĕ

Каспи тинĕсне юхса кĕрекен шывсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads