Кивĕ Элпуç
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Кивĕ Элпуç (Элпуç), — Чăваш Енри Тăвай районĕн ялĕ.
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр. Капăрлатусене шырас тесен:
|
Remove ads
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 400 çын, çав шутра 192 арçын, 208 хĕрарăм пурăннă[1].
Тавралăх
Ялпа юнашар Эл кӳлли вырнаçнă. Кӳлĕрен Эл юханшыв юхса тухать. Эль кӳлли патĕнче чӳксем ирттереççĕ.
Юнашар çак çырмасем вырнаçнă: Пикин ваçанĕ, Левентей çырми, Капнер çырми, Шывлă вар, Эрех, хăйра çырми, Мулла çырми, Атăл çурт çаранĕ.
Истори [2]
Ял ячĕ Эл юханшывран пулса кайнă.
Халăхри халапсем пĕлтернĕ тăрăх кунта чăвашсем Атăл хĕрринчен килнĕ. Пĕр чăвашĕ Элтер ятлă пулнă. Вăл «Атăл çурт» тĕлĕнче çурт лартнă та çапла ял пуçланса кайнă тет. 1867 çулхи картта çинче яла Аякри Элтер (Дальнее Алдиарово) ятпа палăртнă. Унта вăл вăхăтра 105 кил пулнă.
Яла никĕçленине каласа паракан халапсем темиçе те. Тепĕр халап тăрăх яла Атăлăн сулахай енчен килнĕ Айтар ятлă чăваш никĕсленĕ. Ăна кунта ĕне илсе килнĕ тет. Виççĕмĕш халапĕ тăрăх яла Атăлăн сулахай енчен тăлăп çаннинче илсе каçнă ача никĕçленĕ пулса тухать.
Ялти Хусан Турамăш чиркĕвне 1892 çулта лартнă. Чиркӳри пуп вырăнĕнче Чăваш шкулне вĕренсе тухнă Константин Евграфович Веков пулнă. Чиркӳ çумĕнче 1880 çулта уçнă шкул пулнă. 1857 çулхи кăрлачăн 10-мĕшĕнче кунта хĕрачасене вĕрентекен шкул ĕçлеме пуçлани паллă. Шкулăн пĕрремĕш вĕрентевçи Ф. Смирнов пулнă, вăл 7 арçын ачапа 4 хĕрачана вĕрентнĕ. Вăл шкула çавăн пекех Çĕнçырма, Ураскасси тата Энĕшпуç ялĕнчи ачасем çӳренĕ. Шкул валли çурт ятарласа 1886 çулта лартнă. П. Иментаев аса илнĕ тăрăх шкула И.Я. Яковлев та килсе кайнă.
Вуламалли
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads