Киву (кӳлĕ)
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Ки́ву — тĕп Африкăри Руандăпа Конго Демократиллĕ Республики чиккинчи кӳлĕ, Африкăри мăн кӳлĕсенчен пĕри. Киву кӳллинчен шыв Рузизи юханшыв витĕр кăнтăралла юхса Танганьикăна каять.

Remove ads
Географи
Тусем варринче вырнаçнă. Кӳллĕн лаптăкĕ 2700 км² яхăн, шыв шайĕ тинĕсрен 1460 м çӳлерех. Кӳлĕ рифт айлăмĕнче вырнаçнă. Айлăм сарăлса вулкан хастралăхне ӳстерсе кӳлле тарăнлатать. Кӳллĕн тарăнăшĕ 480 м, тарăнăшĕпе вăл кӳлĕсен хушшинче 16-мĕш вырăнта. Кӳлĕре Иджви утравĕ пур.
1948-мĕш çулта кӳлĕпе юнашар вырнаçнă Китуро вулкан вăраннă, çавăн хыççăн кӳлĕре шыв вĕреме тытăннă, пулăсем пиçсе кайнă. Вырăнти халăх çав пулла кӳлĕрен кăларса çинĕ. [çăлкуç?].
Remove ads
Фауна
Кӳлĕре барбуссем ĕрчеççĕ. Крокодилсем çук.
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads