Конго Демократиллĕ Республики
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Конго Демократиллĕ Республики (фр. République Démocratique du Congo), 1971—1997 çç — Заи́р Респу́блики, 1960—1964 çç — Ко́нго Респу́блики — Африкăри патшалăх. Конго Республикипе, Тĕп Африка Республикипе, Кăнтăр Суданпа, Угандăпа, Руандăпа, Бурундипе, Танзанипе, Замбипе, Анголăпа чикĕ тытать. Маларах Бельги колонийĕ пулнă.
Remove ads
Экономика

Çутçанталăк ресурсĕсем — тĕнчери чи пысăк кобальт, германи, тантал, кĕвер чул, Африкăра чи пысăк уран, вольфрам, пăхăр, цинк, тăхлан запасĕсем, берилли, лити, ниоби, нефть, çĕр кăмрăкĕ, тимĕр, марганец, ылтăн, кĕмĕл, боксит çĕр управĕсем. Гидроресурссемпе тата вăрманпа пуян.
Географи
Конго Демократиллĕ Республикин — Конго юханшывĕн бассейнĕнче вырнаçнă. Патшалăх экватор тата субэватор климачĕнче вырнаçнă. Хĕвелтухăçĕнчи чикки Африка рифчĕпе çыхăннă.
Административла пайлану

Конго Демократиллĕ Республикин 2005-мĕш çулхи конституципе 26 провинцийе пайланать. Ку пайлану 2009-мĕш çулхи нăрăс уйăхĕнче вăй илнĕ. Маларах патшалăхра 11 облаç пулнă:
- Кăнтăр Киву
- Çурçĕр Киву
- Тури Конго
- Анатри Конго
- Хĕвеланăç Касаи
- Хĕвелтухăç Касаи
- Итури
- Экватор провинцийĕ
- Катанга (Шаба)
Пысăк хулисем

- Бандунду
- Бома
- Букаву
- Илебо
- Исиро
- Калемие
- Кананга
- Киквит
- Кинду
- Киншаса
- Кисангани
- Колвези
- Ликаси
- Лубумбаши
- Матади
- Мбандака
- Мбанза-Нгунгу
- Моба
- Мобайе-Мбонго
- Мбужи-Майи
- Убунду
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads