Патман Николай Кириллович
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Патман Николай Кириллович (паспортри хушамачĕ: Кириллов), (1895 çул, çу, 20, Аслă Чурачăк ялĕ (халĕ Чăваш Ен, Комсомольски районĕ) — 1945 çул, утă, 13) — чăваш çыравçи.
Remove ads
Кун-çулĕ
1895 çулхи çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче халĕ Чăваш Енĕн Комсомольски районне кĕрекен Аслă Чурачăк ялĕнче çуралнă.
Чĕмпĕрти чăваш шкулне вĕренсе пĕтернĕ. Кайран шкулта ачасене вĕрентнĕ. Пĕрремĕш Тĕнче вăрçипе граждан вăрçине хутшăннă. Çартан таврăннă хыççăн «Канаш» хаçат редакцийĕнче, Чăваш ÇП-нче ĕçленĕ.
1937 çулта репрессине лекнĕ. 1945 çулхи утă уйăхĕн 13-мĕшĕнче вилнĕ.
1956 çулта çеç ырă ятне тавăрнă.
Remove ads
Ӗçĕсем
Николай Патман калавсем, очерксем, фальетонсем хайланă. 1958 çулта унăн ĕçĕсем «Акатуй» кĕнекере тухнă. 1959 çулта «За что?» (Меншĕн?) кĕнекере вырăсла тухнă.
Вуламалли
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads