Кисан облаçĕн Шацк районĕ

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Ша́цк райо́нĕКисан облаçĕн (Раççей) кăнтăр-тухăçĕнчи районĕ. Административлă тĕпĕШацк хули.

Тавралăхĕ

Çĕр-шыв лаптăкĕ —2400 çм2. Район çурçĕр енче Сасовпа Чучка районĕсемпе, анăçĕнче — Шиловпа Сарай районĕсемпе, кăнтăрĕнче — Тамбовпа Пенза облаçĕсемпе, тухăçĕнче — Мордва Республикипе чикĕленет.

Тĕп шывĕсем — Цна, Выша, Шача, Вокша, Кермиç, Аза.

2 шывуправĕ - Борква Цна çинче тата Затон Выша çинче. Чи калăп кӳлли - Ореховое.

Район территорине вăрман чылай хуплать. 2 вăрман хуçалăхĕ ĕçлет. Çĕр айĕнчи управсем: торф, тăм, çурт-йĕр чулĕ, хăйăрĕ.

Remove ads

Халăх йышĕ, район тытăмĕ

Районта 29,2 пин çын, çав шутра хула никĕсĕпе 7 пине яхăн çын пурăнать. Пурĕпе 131 пурăну вырăнĕ.

Кун-çулĕ

Шацк енĕ Кисан çĕрĕн кăнтăр-тухăç пайĕнче вырнаçнă пулнă. Çавăнпа та XVI ĕмĕрте кунта хӳтĕлев çурт-йĕр нумай пулнă, XVI ĕмĕр-XVII ĕмĕр ĕмĕрсенче Мăн заскă йĕрĕнчи Шацк заскă йĕрне туса хунă.

1779çултанпа Шацк Тамбов кĕперни шутĕнче. 1923 çулта Шацк уесĕ Кисан кĕпернине кĕрет. 1925 çулта уеса салатаççĕ те Сасов уесĕ çумне хушаççĕ.

1929 çулта Шацк районе йĕркелеççĕ. Хальхи муниципаллă йĕркеленӳлĕхĕн территорине Кисан облĕçтăвкомĕн 1977 çулхи пушăн 29-мĕшĕнчи 65-мĕш №-лĕ йышăнăвĕпе палăртнă.

Транспорт

Район витĕр федераллă тата облаç шайлĕ МускавСамар, Тамбов — Шацк, Шацк — Касимов автомагистральсем хывнă.


Подробнее Кисан облаçĕн районĕсем ...


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.
Remove ads
Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads