Корей чӗлхи
Уйрӑмлатнӑ чӗлхе, унпа Ҫурҫӗр тата Кӑнтӑр Корейре калаҫаҫҫӗ From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Корей чӗлхи (Корейле, КХДРта — 조선말/朝鮮말 чосонмаль, Корей Республикинче — 한국어/韓國語 хангуго) — корей халӑхӗн чӗлхи. КХДР-н тата КР-н патшалӑх чӗлхи. КХРта, АПШра, РФра, Японире, Вӑтам Азин патшалӑхӗсенче кӑшт сарӑлнӑ. Корей чӗлхипе калаҫакан ҫынсен йышӗ — 78 мильюн ҫын.
Корейле ку уйрӑмлатнӑ чӗлхе. Грамматика тытӑмӗпе вӑл агглютинативлӗ чӗлхе, сӑмахсен йӗрки — субъект-объект-глагол[1].
Ҫурҫӗр Корейре тата Кӑнтӑр Корейре корейле пӗр танлӑ мар, корей чӗлхин диалекчӗсем пур.
Хальхи вӑхӑтра корей чӗлхипе ҫырнишӗн хангыль ҫырулӑхӗ усӑ курать. Иртнӗ вӑхӑтра китай иероглифӗсем (ханча) усӑ курнӑ.
Remove ads
Диалектсем

Ҫурҫӗр Корейӗн литература корей чӗлхи Пхеньян диалектӗнчен, Кӑнтӑр Корейӗн литература корей чӗлхи Сеул диалектӗнчен тухнӑ. Диалектсем Корей ҫурутравӗн ытти вырӑнӗсенче пур. Тата диаспорӑри корейсен уйрӑмлӑ диалектсем пур — совет корейӗсен диалекчӗ, китай корейӗсен диалекчӗ, дзайнити диалекчӗ.
Чӗлхен хӑй ячӗ
1945 ҫулччен чосонмаль (кор. 조선말, 朝鮮말) е чосоно (кор. 조선어, 朝鮮語) ятпа паллӑ пулнӑ, анчах халӗ ӑна Ҫурҫӗр Корейре кӑна усӑ кураҫҫӗ. Кӑнтӑр Корейре хангуго (кор. 한국어, 韓國語) е хангунмаль (кор. 한국말, 韓國말) ячӗсене усӑ кураҫҫӗ, тата куго (кор. 국어, 國語, "патшалӑх чӗлхи") ятпа паллӑ. Икӗ ҫӗршывсенче урималь (кор. 우리말, "чӗлхемӗр") ят усӑ кураҫҫӗ.
Ҫырулӑх
Корей чӗлхине ҫырнишӗн фонетикӑллӑ ҫырулӑх — хангыль, ӑна ятарлӑ корейлешӗн XV ӗмӗрте тунӑ. Хангыль патӗнче хушни пек — ханча, ку китай иероглифӗсемпе тунӑ ҫырулӑх. Ҫурҫӗр Корейре хангыль кӑна усӑ кураҫҫӗ, Кӑнтӑр Корейре — хангыльпе ханча сарӑлнӑ.
1930 ҫулсенче ССРПра латинизаци политикипе корей чӗлхишӗн латин алфавичӗ тунӑ, анчах ӑна усӑ курмаҫҫӗ[2][3]. XV ӗмӗртен пуҫласа XX ӗмӗр таран корейле ҫырнишӗн хутӑш ҫырулӑх — хангыльпе ханча усӑ курнӑ. Сӑмахсен тымарӗсем ханчапа ҫырнӑ, анчах сӑмахӑн улӑштаракан пайӗ (суффикс, аффикс, вӗҫ) — хангыльпе.
Чӗлхе тытӑмӗ
Корейле — агглютинативлӗ чӗлхе, вӑйлатнӑ флективлӗхпе аналицизм. Сӑмахсен йӗрки — субъект-объект-глагол.
Асӑрхавсем
Вуламалли
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads