Корейсем

Тухӑҫ Азири халӑх From Wikipedia, the free encyclopedia

Корейсем
Remove ads

Корейсем (кор. 한국인, 조선사람) — Корей ҫурутравӗн тӗп халӑхӗ.

Краткие факты Тăван ячĕ, Хальхи вырнаçăвĕ тата йышĕ ...

Антропологипе монголоид расин тухӑҫ азиат ушкӑнӗ. Корей чӗлхипе е вӗсем пурӑнакан ҫӗршыв чӗлхипе калаҫаҫҫӗ.

Тӗп тӗнсем - конфуцилӗх, буддизм, христианлӑх, шаманлӑх. Анчах корейсен нумайрахӑшӗ - тӗнсӗр (атеист). Ӗлӗкхи вӑхӑтра корейсен нумайрахӑшӗ - буддист пулнӑ, анчах XIV ӗмӗрте вӑл патшалӑх тӗнӗ статусне пӗтнӗ. КХДР-нче пурӑнакан корейсен нумайрахӑшӗ - атеист.

Remove ads

Этноним

Корейсем хӑйсене (этноним) корейле — Корей Халӑх Демократиллӗ Республикинче чосон сарам (кор. 조선 사람) ятлӑ, Корей Республикинче хангук сарам (кор. 한국 사람).

Корей ҫурутравӗн тулашӗнчи корейсем

Корей ҫурутравӗн тулашӗнчи корейсен йышӗ - 7 миллион панелле[1]. Вӗсенчен тӑваттӑ пиллӗкмӗшӗ патнелле 3 ҫӗршывсенче пурӑнать: КХР, Япони, АПШ. Ҫӗршывсем 0,5% ытла корей халӑхӗпе: Япони, Ҫӗнӗ Зеланди, АПШ, Казахстан, Канада, Узбекистан, Австрали[4].

Ӗлӗкхи ССРП-н территорийӗсенче пурӑнакан корейсем хӑйсене - корё сарам (кор. 고려 사람 (高麗人) "Корё халӑхӗ") ятлӑ. Вӗсем Кочосонӑн авалхи корей патшалӑхӗн территоринче пурӑннӑ, е 1860-мӗш ҫулсенче Раҫҫейри Инҫет Тухӑҫра (Тинӗсҫум енче) таврӑннӑ е Япон ҫарӗпе Сахалинте куҫса илнӗ корейсен тӑхӑмӗсем[11]. Раҫҫейри тата ППП-нчи корейсем хӑйсен корей чӗлхин диалекчӗпе калаҫаҫҫӗ (кор. 고려말, корё мар)[12]. Украинӑра корейсем XX ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнче килнӗ. Массӑллӑ ушкӑнсем Николаевпе Херсон облаҫӗнче тата Крымра пурӑнаҫҫӗ[9].

Remove ads

Йӑла

Малалла корей уявӗсем питӗ паллӑ: тольджанчхи (пӗрремӗш ача ҫуралнирен пӗрремӗш кун уявӗ), соллаль (Ҫӗнӗ ҫул), хвангап (60 ҫуллӑ ҫуралнӑ кун).

Пӗтӗм халӑх уявӗ - чхусок (тырпул кунӗ). Ӑна Корей ҫурутравӗн пур енче, КХДР-нче те КР-нче те, уявлаҫҫӗ.

Ҫурт

Thumb
Ханок (кор. 한옥) йӑла ҫурчӗ
Thumb
Ял ҫыннин йӑла ҫурчӗ, Фолк ялӗ, Сеул

Йӑла ҫурчӗ - ханок (тӑм шӑлнӑ ҫурт). Ӑна шал енне решеткеленӗ йывӑҫ кӑшкарӗпе тулашӗнче чулпа витсе ҫавӑрнӑ тата тӑмпа шӑлнӑ тунӑ. Ҫурт тӑрри - улӑмпа тунӑ. Шал ен - пӗчӗк, чӳрече картише пӑхнӑ, кӗленче вырӑнне тӑварланӑ хут.

Корейсен материал культурин уйрӑмлӑхӗ географипе климатран тунӑ. Ҫурутраври йӗпе ҫантлӑкран корей йӑла ҫуртӗнче ондоль (ӑшӑ урай) пур.

Апат-Ҫимӗҫ

Чи тӗп корейсен апачӗ ку тӗкӗ кӗрпи (рис кӗрпи). Корей халӑх апачӗ - тӗкӗпе чӗрчун продуктӗнчен пӗҫерет.

Пӗтӗмпех каласан, корей кухни питӗ ҫивӗк, мӗншӗн тесен нумай хӗрлӗ пӑрӑҫпа чили пӑрӑҫне усӑ курать. Корейсем апат тунишӗн пӑрӑҫа 16 ӗмӗртен усӑ кураҫҫӗ, ӑна Кӑнтӑр Америкӑран португалсем илсе килнӗ.

Тумтир

Thumb
Йӑла тумтирӗпе корейсем

Корей йӑла тумтирӗ питӗ шурӑ. Арҫын тумтирӗ - кӗпе, лапашка йӗм, улӑм е вӗрен чӑлхи. Хӗрарӑм тумтирӗ - юбка, лапашка ҫӑрха тата хулпуҫҫи витти.

Корей ячӗ

Корейсен нумайрахӑшӗн хушамачӗ пӗр сыпӑкран, ячӗ икӗ сыпӑкран тунӑ, анчах икӗ сыпӑклӑ хушаматсем пур. Ятпа хушамат час-часах ханчапа ҫырать. Мӑшӑрланнӑ хӗрарӑм упӑшкан хушаматне илмест, анчах ачисем ашшӗ хушаматне илеҫҫӗ. Корейре 250 хушамат патнелле усӑ кураҫҫӗ. Чи паллӑ: Ким, Ли, Пак, Чхве (Цой).

Ҫапӑҫу ӑсталӑхӗ

Тхэквондо (кор. 태권도, 跆拳道) - корей ҫапӑҫу ӑсталӑхӗ. Ӑна 1955 ҫулта Чхве Хон Хи тхэквондона туса хунӑ. Ку сӑмах виҫӗ сӑмахран тунӑ: тхэ - "ура", квон - "чышкӑ", до - "ҫул".

Хапкидо (кор. 합기도, 合氣道) - япон айкиди пекки ҫапӑҫу ӑсталӑхӗ.

Тансудо (кор. 당수도) - хӑй хӳтӗленӳ тӗпӗнче ҫапӑҫу ӑсталӑхӗ. Унӑн хайлавҫӑ - Хван Ки, 1930-мӗш ҫулсенче вӑл Маньчжурире пулнӑ чух кивӗ корей ҫырӑвӗсемпе тансудона тунӑ.

Кёксульдо (кор. 격술도, 撃術道) - Ҫурҫӗр Корейрен ҫапӑҫу ӑсталӑхӗ, ӑна Корей халӑх арминче вӗренеҫҫӗ.

Remove ads

Галерей

Ҫавӑн пек пӑхӑр

  • ССРП-нчи корейсен депортацийӗ

Асӑрхавсем

Вуламалли

Каҫӑсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads