Кословккă (Патăрьел районĕ)

From Wikipedia, the free encyclopedia

Кословккă (Патăрьел районĕ)map
Remove ads

Кословккă (выр. Козловка), — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи ял. Ял Пăла шывĕн сылтăм çыранĕнче, Пăлакасси тата Кивĕ Ахпÿрт хушшинче, вырнаçнă. Ялта клуб, фельдшер-акушер пункчĕ (ФАП)[2], райпо лавкки пур, — ку объектсене пурне те юнашарти Пăлакассипе "пайлать" темелле. Вĕсем чăннипе юлашкинчен асăннă ялăн официаллăн çирĕплетнĕ территорийĕнче[3] вырнаçнă.

Ку терминӑн урӑх пӗлтерӗшсем пур, Куславкка (пĕлтерĕшсем) пӑхӑр.
Ку терминӑн урӑх пӗлтерӗшсем пур, Козловка (пĕлтерĕшсем) пӑхӑр.
Ку терминӑн урӑх пӗлтерӗшсем пур, Кословккă (пĕлтерĕшсем) пӑхӑр.
Краткие факты

Икĕ ял çав тери тачă çыхăннине кура, массăллă информаци хатĕрĕсенче те[4], официаллă хутсенче те[5], çавăн пекех йăла-йĕркере те, час-часах "Козловка-Пăлакасси" тесе асăнни пулать. Çавах та вĕсем уйрăм ялсем. Калăпăр, кашни ялта пĕрле усă курмалли пĕрер çыхăну вырăнĕ (телефон) вырнаçтарас кампани вăхăтĕнче çавна унта та, кунта та тунă. Кослаккăри — Мир урамĕнче (Лешкас), Пăлакассинчи — Канаш урамĕнче (Эрĕм касси).

Remove ads

Тавралăх

Рельеф уйрăмлăхĕсене илсен, Кословккă хĕвелтухăç тата хĕвеланăç енсенчен икĕ пĕчĕк ятсăр çырмасемпе чикĕленсе тăрать теме пулать. Асăннă çырмасем Пăлана юхса тухаççĕ теме май çук, мĕншĕн тесен вĕсем чăннипе Пăла çумĕнчи айлăм вырăнта хăйсем тĕллĕн вĕçленеççĕ, çухалаççĕ. Анчах та ик-виç теçетке çул каялла ятарлă дамба тунă хыççăн, хĕвеланăç енчи ятсăр çырма Пăланах тухма тытăннă теме пулать. 2015-мĕш çулта çав дамба çумĕнче ятарласа пĕчĕк кÿлĕ пекки те чавнă. Экономика тĕллевĕсемпе теес пулать. Вăл вырăн хур-кăвакал усрама, ытти выльăх-чĕрлĕхе шăварма кирлĕ. Паллах, унта пулă ĕрчетесси пирки сăмах тăмасть.

Remove ads

Халăх йышĕ. Экономика

Пĕтĕмĕшле демографи кăтартăвĕсем[6]
Пĕтĕмпе
çул19391979200220102012[7]2013[1]2014[1]2015[1]2016[1]
çын118 арçын
124 хĕрарăм
104 арçын
130 хĕрарăм
74 арçын
102 хĕрарăм
69 арçын
74 хĕрарăм
170157156154153
килпаллă марпаллă мар56[8]51[8]58[8]паллă марпаллă марпаллă мар63


1929-мĕш çулта Пăлакасси ялĕпе пĕрле "Канаш" колхоз йĕркеленĕ. Çав колхозăн пĕрремĕш ертÿçи Никандр(ашшĕ ячĕ паллă мар) Мышин пулнă; ăна такамсем темшĕн çапса вĕлереççĕ те колхоз председателĕ пулма ял никĕслевçине А. Г. Козлова суйлаççĕ, вăл вара çичĕ çул хуçалăха ертсе пырать[9].

Remove ads

Ял урамĕсем

Хальхи вăхăтра ялта виçĕ урам. Мир урамĕ, Симĕс урам тата Лавкка[10] урамĕ. Лавкка урамне халăхра Хăрах кас теççĕ. Юлашкийĕ хăрах йĕрлĕ пулнипе çеç мар, ыттисенчен кĕскереххипе те уйрăлса тăрать. Вăл малтанхисенчен чылай каярах (1950-мĕш çулсенче) çĕкленнĕ. Симĕс урамăн мăшăрлă енĕ те 1990-мĕш çулсенче çурçĕр еннелле кăштах (икĕ çурт чухлĕ) вăрăмланнă, — Козлов Л.Г. тата Мышин Н.В. хуçалахĕсем хушăннă. Мир (Лешкас) тата Симĕс урамсене чул сарнă, чăн та, пахалăхĕ пысăках мар. Хăрах кас еннелле аслă çултан (историлле "Пăва çулĕ") темиçе теçетке метр чухлĕ асфальт сарнă, малалла вара ним те сарман (çынсем хăйсем тĕллĕн, нимĕнле проектсăр уни-кунисем пăрахнисене шутламасан) ахаль çул каять.

Çак асăннă виçĕ урама варринчен пралук (çуран çÿремелли тăкăрлăк) пĕрлештерсе тăрать. Симĕс урамра вăл, сăмахран, 13-мĕш тата 15-мĕш çуртсем хушшинче. Малалла асăннă пралук пĕр енчен Кивĕ Ахпÿртелле, тепĕр енчен Пăлакассинелле тăсăлать.

Истори

Ку ял Патăрьел районĕнчи чи çĕнĕ пурăнакан вырăнсен шутне кĕрет. 1929-мĕш çулта никĕсленнĕ шутланать. Çыннисем кунта Çĕнĕ Ахпӳрт ялĕнчен куçнă. Çак ĕçĕ пуçарса яраканĕ Александр Григорьевич Козлов (?—1945) пулнă. Вăхăтĕнче икĕ çул хушши хĕрлисен майлă пулса граждан вăрçине те хутшăннăскер, отходник шучĕпе нехтă кăларнă çĕрте ĕçленĕскер, коммунист. Шăпах ун хушаматне кура яла та çаканашкал ят панă. Каярахпа А.Г.Козлов лейтенант Аслă Аттелĕх вăрçинче, Кёнигсбергшăн пынă çапăçусенче, пуç хунă[11]. Калас пулать, А.Г.Козлов фронтран янă пĕр çыру 1970-мĕш çулсемчченех упраннă. Унтан ăна, ĕмĕрлĕхе упранмалла тесе, Туçари выăтам шкула панă. Вара вăл çав ялти музее лекме пултарнă. Çыру хальхи вăхăтра упранни/упранманни паллă мар.

Никĕсленнĕ хыççăнах ял Аслă Патăрьел районне кĕнĕ. 1935-мĕш çулхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕ хыççăн Патăръел районне, 1939-мĕш çулхи нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕ хыççăн Чкаловски районне, 1957-мĕш çулхи чӳк уйăхĕн 20-мĕшĕ хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет[12].

Ĕлеххисене аса илни

Нумаях та пулмасть-ха Кословккă чылай урăхларах сăн-сăпатлă пулнă. Çавăн пирки каласа парасшăн. Анчах камран илтни пирки ятарласа палăртнисем пулмасса та пултарĕç. Мĕншĕн тесен чылайăшне астăвакансем çав тери нумайăн-ха. Акă Симĕс урамăн çурçĕр вĕçĕнче ÿсекен йывăçсен ушкăнне (тирексем, Америка вĕренисем) шкул пахчи теççĕ. Тĕрĕс, унта пуçламăш шкул çурчĕ пулнă. Кословккă тата Пăлакасси ачисем вĕреннĕ çавăнта. Чи малтанхи вĕрентевçĕсем — Владимир Ильич Уруков (1913-1998) тата унăн мăшăрĕ Анастасия Александровна Урукова (1913-2010). Вăл шкула ĕлĕххи топографи карттисем çинче паян та курма май пур[13]. Алкумлă, уçă верандăллă çурт. Шалти уçлăха хăмаран тунă урлăмпа икĕ пая уйăрнă. Урлăмне ятарлă çекĕлпе тата тăпсасем пулăшнипе маччаран çакса яма май пулнă кирлĕ чухне. Сăмахран, Çĕнĕ Çулхи савăнăçлă вăхăтсене паллă тунă чух. Пĕр хутчен вăл çуртра ял халăхне кино та килсе кăтартнă — Валентин Катаев хайлавĕпе майлаштарнă "Сын полка" текенскерне. Тĕп çурт çумĕнче шкулăн хушма хуралтисем те пулнă. Тата — шыв илмелли пусă (унăн йĕррисем паянхи кун та пур).

Ĕлеххи шкул çуртĕнчен аякрах мар выльăх-чĕрлĕх тытмалли вите пулнă. Унпа юнашар — "ферма хĕрĕсен" пÿрчĕ. Кăштахран выльăх фермине пĕтернĕ. Вара "ферма хĕрĕсен" пÿртне шкул валли усă курмалла тунă — шăп пĕр вĕренÿ класĕ вырнаçмалăх. Пурăна-киле шкулăн тата тепĕр çурт та пулнă — пĕчĕк çырма леш енче, Пăлакасси еннерех. Мĕнпур ачасем Кивĕ Ахпÿртре вĕренме пуçласан, çуртсем пурте майĕпен пĕтнĕ, çухалнă (урăх çĕре куçарса кайнă е вутта янă).

Вылăх фермине асăннă пулсан, силос шăтăкĕсене те манса каймалла мар. Мĕнпурĕ тăваттă. Кайран вĕсене те экскаваторпа килсе хуплаттрнă. Кирпĕчрен тунă урлăмĕсене ахаль çынсем май килнĕ таран сÿтсе килĕсене илсе кайнă (апла тума никама та чарман).

Лавкка пирки калас пулать. Хальхи Симĕс урамри 25-мĕш çуртăн пахчи хыçĕнче, çырма леш енче пулнă. Кăнтăр еннерех — цистерна, унта сутмалли краççына усранă. Цистернăна кăштах çĕр ăшнелле чавса вырнаçтарнă, çавăнпа вăл тĕлте путăк-шăтăксем халĕ те курăнаççĕ-ха. Анчах та вăл путăк-шăтăксем (валсемпе урсем) ăна кăна мар, килти пахчасен чи аякра пулнă чиккисене те палăртаççĕ. Каярахпа пĕчĕклетнĕ пахчасен чиккисене куçарнă, анчах пĕчĕкке валсемпе урсем (вĕсен йĕррисем) тăрса юлнă. Пĕчĕклетнĕ пахчасен вырăнĕнче йĕркеленнĕ тĕлте, лавккаран хĕвелтухăçнерех, сĕрмелли-çунтармалли япаласен çурма çĕрпÿрт евĕр йĕркеленĕ управĕ те пулнă пĕр вăхăтра.

Çав асăннă сивĕ, хутман лавккара чăн малтан С.М.Макаров (1903-1942) ĕçленĕ пулмалла. Вăл вăрçа кайсан — кĕске вăхăт хушши унăн ывăлĕ П.С.Макаров (1925-?) тăнă ĕç вырăнне, унтан — çак çынсен хĕрĕ тата йăмăкĕ Е.С.Макарова (Чернова) (1927 çур.). Юлашкинчен асăнни вара лавккана пăрахăçличченех, ăна урăх çĕрте никĕсличченех тата ун хыççăн та пăртак вăй хунă суту-илÿре.

Лавккапа хире-хирĕçех Кословккă тата Пăлакасси ялĕсен вулав çурчĕ тата клубĕ пулнă. Малтан пĕчĕкрех çуртра, кайран пысăкраххинче. Унта камсем тата хăçан ĕçленине çырса кăтартсан та пит аван пулмалла.

Ĕлеххи ытти палăрăмсенчен Симĕс урам тĕлĕнчи (автоçул леш енче) çиларманне тата ун çумĕнчи кану çуртне асăнмалла асăнмалла. 1970-мĕш çулсенче çав çиларманне тепĕр хут ĕçлеттерсе яма та хăтланса пăхнă. Юлашки арманçă — Вячеслав (Вечча, ашшĕ ячĕ паллă мар) Самоваров.

Хăрах кас тĕлĕнче вара, çул леш енчех, — колхоз йĕтемĕ. Хурал пÿрчĕ те пулнă унта. Халĕ унта нимех те çук, ахаль пуш вырăн çеç. Меттал конструкцисенчен тунă тăрăллă лаптăка сÿтсе илсе сутса яни те нумаях вăхăт иртмен-ха.

Thumb
Кĕпер çинче. Аякра Кивĕ Ахпурт (сулахайра), Кословккă (варринче) тата Пăлакасси (сылтăмра) ялĕсем курăнаççĕ
Remove ads

Паллă çыннисем тата ытти харкамлăхсем

Çĕнĕ Ахпÿртре çуралса кайран Кословккăра тĕпленнисем

  • Наташкин Николай Александрович, — РСФСР тава тивĕçлĕ механизаторĕ[14][15].

Кословккăрах çуралса çитĕннисем

  • Румянцев Владимир Федорович (1934 çур.) — педагогика ăславĕсен кандидачĕ (1978), доцент (1983); икчĕлхелех тата виçчĕлхелĕх енĕпе специалист[16].
  • Хитров Арсентий Иванович, — вĕрентевçĕ-ветеран (мусăк тата чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ), "Пăлакасси вальсĕ" текен хайлавăн (юррăн) авторĕсенчен пĕри (кĕввине çырнă); хальхи вăхăтра кÿршĕлле Пăлакассинче пурăнать[17].
  • Хитрова Василиса Васильевна (1941 çур.), — ялти вулав çуртĕнче, клубра, каярахпа Кивĕ Ахпӳртри культура çуртĕнче нумай вăхăт ăнăçлă ĕçленĕскер; купăсçă-баянçă, тĕрлĕ пĕрлĕхлĕ ĕçсен йĕрекелевçи.
  • Хитров Иван Фёдорович (1942 çур.), Патăрьеленчи пульниццара рентгенолог пулса ĕçленĕ. «Халăхсен туслăхĕ» орден кавалерĕ тата РСФСР сывлăха сыхлас ĕç шеплĕхçи[18] Район тата ДСО «Урожай» шайĕнчи волейболçă. Хальхи вăхăтра Патăрьелĕнче пурăнать.
  • Долгов Алексей Николаевич, вĕрентевçĕ, Чăваш республикинчи Улатăр районĕнчи Çĕнĕ Эйпеç шкулĕн директорĕнче 33 çул (1969-2002) ĕçленĕ çын[19], Улатăр районĕн хисеплĕ элтешĕ[20].
  • Долгов Анатолий Николаевич (1948 çур.) , мусăк вĕрентевçи, милици ĕçлевçи (1979-1997-мĕш çулсенче Патăрьел районĕн шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ пулнă), 1997-2003-мĕш çулсенче районти вĕрентÿ ĕслевçисен профсоюзне ертсе пынă, район тата ДСО «Урожай» шайĕнчи волейболист; Хальхи вăхăтра Патăрьелĕнче пурăнать[21].
  • Долгов Евгений Николаевич, мусăк вĕрентевçи, район шайĕнчи волейболист. Хальхи вăхăтра Тури Туçа япĕнче пурăнать.
  • Мякин Алексей Николаевич (1956 çур.), — Патăрьел районĕнчи ЧРОООО ВОИн ертÿçи (хăш тапхăрта пулни паллă мар)[22], Чăваш республикинчи ВОИ йĕркелĕмĕн тĕрĕслевпе ревизи комиссийĕн ертÿçи[23],
  • Хитров Георгий Геннадиевич, — сăваплăхçă, протоиерей, Карапай Шăмăршăри Микулай Сăваплавçăн храмĕн, Палтиелĕнчи Михаил Архангелăн храмĕн тытсатăравçи[24].
Remove ads

Кăсăклă фактсем

Ял ячĕ, пурте пĕлсе тăракан çыннăн тата унăн пурне те паллă тăхăмĕсен хушамачĕпе çыхăннине кура, нихçан та "чăвашланман". Ку тĕлĕшпе ак çакăн пек сăвăлла текст та пур:

Кословккă ятлă пĕчĕкçеççĕ ял.
Ăна никам та Куславкка темен-тĕр.
Эппин, сипетлĕ пулĕ çак халал:
Суя ята никам та ан илентĕр.

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads