Кивĕ Ахпӳрт (Патăрьел районĕ)

From Wikipedia, the free encyclopedia

Кивĕ Ахпӳрт (Патăрьел районĕ)map
Remove ads

Кивĕ Ахпӳрт (вырăс. Старое Ахпердино, тутар. Иске Ахпүрт), — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи чиркÿсĕр ял.

Ку терминӑн урӑх пӗлтерӗшсем пур, Кивĕ Ахпӳрт (пĕлтерĕшсем) пӑхӑр.
Краткие факты
Remove ads

Ял тытăмĕ, халăх йышĕ

Ялта вăтам шкул, кĕнекесар-вулавăш, фельдшер-аккушер пункчĕ, культура çурчĕ вырнаçнă.

Урамĕсем

Тĕпри Калинин урамĕ ятлă. Халăхри ячĕ халлĕхе паллă мар. Урамсен вырăсла ячĕсем: Восточный переулок, Улица Калинина, Луговая улица, Наречная улица, Южная улица[1]. Паллах, чăвашла тата халăхри ятсем те пур: Калинина—Çÿлти кас, Наречная улица—Аялти кас, Южная улица—Çĕнĕ кас; Восточный переулок текенни Турчка касси ятпа паллă.

Remove ads

Тавралăх

Кивĕ Ахпӳрт Пăла шывĕн вăтам юхăмĕнче, сылтăм çыранра вырнаçнă. Ку тĕлте Пăлана Пайпарăс[2] тата Пучивар шывĕсем юхса кĕреççĕ.

Малтанхи пирки çапла калани пур:

.<Куçару: Пăла çинчи çирĕплетнĕ вырăнсене хÿтĕлемешкен Мускав патшалăхĕ ахпÿртсене те явăçтарнă. Кăнтар чикĕсене хÿтелекенсем валли Нухай каççи тĕлĕнчи çĕрсене уйăрнă, çапла вара "Тискер уйсем" шутланакан вырăна çынсем килсе лекнĕ. Нухай каççи тăршшĕпе хурал станĕсене вырнаçтарса тухнă. Хăрушлăхсене сирме хăйне майлă "телеграфпа" усă курнă. Палăртав кăвайчĕсемпе тата ялавсемпе систернĕ пĕрне-пĕри. Нухай каççине сыхлакансем пĕрре мар хĕрÿ тытаçăва кĕнĕ тăшманпа. Тăван çĕре сыхласа вĕсем Мускав патшалăхне те сыхланă. Пĕр çапăçура тăшманăн Пайпарăс ятлă çарпуçне вĕлернĕ те ял тулашĕнчи[4] çырмара пытарнă. Асăннă çырмана паян та Пайпарăс теççĕ.

Remove ads

Истори

"Ахпÿрт" сăмахăн этимологине М.Р.Федотов профессор ăнлантарса панă[5].

Чăн малта Ак Бэрдĕ тени тăрать. "Ак" кунта пĕр-пĕр лайăх (позитивлă) сăнара палăртать, чăвашла "Хак" тенипе танлаштарăр (арабизм: Турă, Чăнлăх, Сиплĕх, Тивĕç-ирĕк; حق haq ). Бэрдĕ — стандартлă тĕрĕк чĕлхисенче — пачĕ. Çапла вара иккĕшне пĕрле тусан "Турă Пачĕ" тенине пĕлтерет. Çынсене çавнашкал ят панă тахçан. Стандартлă тĕрĕк чĕлхинчи [э] сасă [и] сасса куçиччен пулса иртнĕ (хальхи тутарсем, сăмахран, «бэрдĕ» мар, «бирдĕ» теççĕ). "Пÿрт" тени каярахпа çеç, контаминациленнине кура, сиксе тухнă.

Калас пулать, -пердино/-бердино/-пирдино/-бярдино формантпа вĕçленекен ытти ял ячĕсене те (сăмахран, Тяжбердино, Тябердино, Акпердино т.ыт.те) çакăн пекех ăнлантараççĕ. Вĕсем хăйсен малтанхи компоненчĕсемпе çеç уйрăлса тăраççĕ.

Кунта çырса кăтартакан яла илес пулсан, малтан Ахпӳрт ятлă пулнă. Кивĕ текен сăмах каярах, XVII ĕмĕр вĕçĕнче 9 кил-йыш ялтан куçса кайса Пăла юханшывăн тепĕр енче çĕнĕ ял туса хунă хыççăн хутшăннă. Çĕнĕ яла Çĕнĕ Ахпӳрт теме пуçланă.

Яла никĕслекенсем халĕ Канаш районне кĕрекен Кивĕ Ахпӳрт ялăн çыннисем пулнă. Г.Ф. Мулюков краевед тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх яла 1634 çулта никĕсленĕ.[6] Вăлах яла никĕсленĕ çынсен ячĕсене тĕпчесе пĕлнĕ. Ялти халапсем тăрах яла Еливан, Салма, тата Кăтра ятлă çынсем никĕсленĕ. Çаван пекех Сеприхана асăнаççĕ.[7]

Столыпин реформисем вăхăтĕнче ялти пĕрлĕхрен уйрăлса тухакансем пулнă. 1910-мĕш çулта Кивĕ Ахпÿрт хуттăрĕнчи 6 килте 30 çын пурăннă. Каярахпа вăл хуттăра Пĕчĕк Ахпÿрт ят панă. Паянхи кун асăннă пурăнакан вырăн çук.

1920 çулхи çурла уйăхĕн 3 Пăва уесне, ун хыççăн вара Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-пе 1927 çулчен Патăръел уесне кĕнĕ. Ку пĕтĕм вăхатра ял çак пайланăвсен Патăръел вулăсне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Аслă Патăръел районне кĕнĕ. 1935 çулхи çу уйăхĕн 19 хыççăн Патăръел районне, 1939 çулхи нарăс уйăхĕн 22 хыççăн Чкаловски районне, 1957 çулхи чӳк уйăхĕн 20 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет[8].

Thumb
Аялти кас
Remove ads

Ял ячĕ тата ытти пĕрлĕх паллисемпе символика

2016-мĕш çулхи сентябрĕн 12-мĕшĕнче Кивĕ Ахпÿртри клубра ял пухăвĕ пулса иртнĕ. Унта, ытти ыйтусемпе пĕрлех, ялăн вырăсла ячĕн ыйтăвне те хускатнă. Чăн та, ку ыйтăва "илемсĕр" ятсен контекстĕнче те пăхса тухма пулать[9].Кивĕ Ахпÿрте илес-тĕк, тĕрĕсипе каласан, кун пирки халиччен никамах та пит шутласах та кайман. Ахăртнех, ку проблема пеккине хăйсем вырăс чĕлхине "шутсăр лайăх" пĕлнине кăтартас текенсем шутласа кăларнă пулмалла. Ята улаштармасăр хăварма хистекен сăлтавсем:

  • "Ахпердино" сăмахра пусăм пĕрремĕш сыпăк çине ÿкет: "Ахпе́рдино" мар!
  • Чăвашла ятра та нимĕн начарри те çук. Хуть те мĕн каласан та, чăн малтан чăвашла ят пирки шутлас пулать.
  • "Илемсĕрлĕх" текенни чăннипе сăмахăн пĕртен-пĕр сыпăкне çеç пырса тивет. Ытти сыпăксенче уни-куни ним те çук.
  • Пит хытă шырасан кашни сăмахра тенĕ пекех кун пек "илемсĕрлĕх" паллисене чакаласа тупма пулать. Вара вĕсене пурне те улăштарса тухмалла-ши? Тахçан "хуйхă" сăмаха чăваш чĕлхинчен катертес текенсем те пулнă...
  • Çĕнетнĕ ят "лайăхрах" пуласса никам та шантарма пултараймасть. Çук унашкал гаранти.
  • Ята çĕнетни кивви тĕппипех манăçасса пĕлтермест-ха вăл! Аса илтерсе тăракансем пурпĕрех пулаççĕ! Халиччен "...перд..." элемент пирки никамах та пит шутласах кайман пулсан, ят чăннипех улшăнсан вара кун пирки сÿпĕлтетекенсен шучĕ темиçе хут йышланать. Кама кирлĕ вăл "тĕлĕрекен аçтахана" вăратни?
  • Кивĕ ятсем кирек мĕнле пулсан та культура тата истори пуянлăхĕ, хаклă еткер шутланаççĕ, çавăнпа та вĕсене çăмăллăн та çăмăлттайла катертме май çук.

Тури Туçа вăтам шкулĕн çуртĕнче пулса иртнĕ ăславсемпе ÿнерсен Чăваш халăх академийĕн ларăвĕнче те (2016) ял ячĕн ыйтавне хускатнă.

Ят ятне улăштарма юрамасси пирки çавăн пекех М.Р.Федотов профессор та каласа хăварнă[5].

Кивĕ Ахпÿртĕн гимнĕ те пур

<Куçару: 2015-мĕш çулхи февралĕн 13-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпÿртре, СДКра, ялта Литература çулталăкĕ уçăлнине палăртрĕç.<..> Уяв концертĕнче Кивĕ Ахпÿртĕн гимнне хăтларĕç. Гимн сăввине çыраканĕ — Кивĕ Ахпÿртре çуралнă пирĕн ентеш Владимир Рыбкин. Кĕввине паллă чăваш композиторĕ Юрий Кудаков çырнă (юррăн чăвашла тата вырăсла тексчĕсем, нотăсем, плюсовка, минусовка — пурте ал айĕнче). Куракансем гимна Чăваш халăхĕн артисчĕсем Тамара Гурьева тата Зоя Лисицына юрланине савăнса итленĕ.>

Гимна мĕнле те пулин çирĕплетнĕ-и е çирĕплетмен-и, çакă халлĕхе паллă мар.

Thumb
Кивĕ Ахпÿртĕн хĕвелтухăç хĕрри

Кивĕ Ахпÿртĕн гербĕ пирки

Хальхи вăхăтра Кивĕ Ахпÿртĕн гербĕ — çирĕплетни те, çирĕплетменни те, — çук. Г.Ф.Мулюков таврапĕлÿçĕ унăн сăнарĕн никĕсĕнче хулкан çине илемлĕх мелĕсемпе ÿкернĕ "1634" (яла никĕсленĕ çул) пулмалла тесе шутланă[11].

Remove ads

Паллă çынсем тата ытти харкамлăхсем

Remove ads

Вуламалли

  • Астраханцева, А. Вěсем пурте пěр кăкран : [Патăрьел районěнчи Кивě Ахпÿрт ялěнче пурăнакан вунă ача амăшě, М. А. Кошкина çемйи çинчен] / А. Астраханцева // Авангард (Патăрьел районě). - 2008. - 29 чÿк (№ 135-136).
  • Салмин А. Н., Павлова А. А. «Асрах-çке эс, тăван кĕтес!. 1-мĕш пай» — Шупашкар: «Çĕнĕ вăхăт», 2010. — 608 с. (Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпÿрт, Пăлакасси ялĕсен кун-çулĕ пирки çырнă тĕп кĕнеке ку паянхи куна. Автор нумай истори документне тĕпченĕ, ватăсемпе калаçнă, вырăнти топонимикăна ăнлантарма тăрăшнă, ялтан тухнă нумай сумлă та паллă çын пирки çырнă.)
  • Салмин А. К., Салмин А. Н., Каргин Ф. Д. «Староахпердинской школе 100 лет». — Шупашкар, 1999. — 96 с. (Кивĕ Ахпÿртри шкулăн кун-çулĕ пирки, вĕрентнĕ çыннисем пирки кĕнеке.)
  • Салмин, А. Н. Ты в памяти у всех, родная сторона-2 : [родословное древо известных фамилий, проживающих в Ахпердино] / Александр Салмин, Алевтина Павлова ; [предисл. Ю. М. Салмина]. - Чебоксары : Новое Время, 2013. - 231 с.
  • Салмин А.Н., Павлова А.А. Их имена прославили деревню. Шупашкар, 2016.
  • Михайлов, Юрий. Кивĕ Ахпÿрт ялĕнчи Гавриловсем. — 20 Jun, 2014 | Хыпар |
Remove ads

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads