Палтиел
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Палтиел (тутар. Өчболтай, вырăс. Трёхбалтаево, ирçелле паллă мар) — Чăваш Енĕн Шăмăршă районĕнчи ял.
Remove ads
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 1376 çын, çав шутра 665 арçын, 711 хĕрарăм пурăннă[1].
Хальхи вăхăтра ялта пурнакансенчен чи пысăк пайĕ — тутарсем. Çав вăхăтрах "виççĕмĕш халăх" шутланакан ирçесем мĕнпурĕ те 12 килте çеç пурнаççĕ[2]. Анчах вĕсенчен те ытларахăшĕсем — хутăш килйышсем.
Истори
Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи пурăнакан вырăнсен 1917-мĕш çулчченхи ят-йышĕсенче[3][4] "Трёхъ-Болтаево" тенине кăтартнă. Ытти çăлкуçсенче кашни ялне (леш хайхи Трёхъ- тенинчен кашнине) уйрăм каласа тухни те пур. Чăвашла ятне (ятсене) вара вăл йышсенче асăнман. Çапах та халăхра ун чухнех "Мишер Палтиелĕ" тата "Чăваш Палтиелĕ" ятсем çÿреме пултарнă темешкĕн май пур. 1922-мĕш çулта Ураçлей Палтиелĕнчен ("Балтаево-Уразлеево", унта тутарсем пурăннă) тата икĕ Палтиелтен ("Балтаево на речке Капоре", "Балтаево на речке Матаке") çапах та пĕр ялах туса хунă, хăйне майлă вăхăтлăх пăнчă лартнă ку тĕлĕшпе.
1920 çулхи утă уйăхĕн 29 вăл ялсем Пăва уесне, каярах Çӳрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районнĕ, 1921 çулхи утă уйăхĕн 22 хыççăн Патăръел уесне кĕртнĕ. Ку пĕтĕм тапхăрта ял Шăмăршă вулăсĕнче шутланнă.
1929-1939-мĕш çулсенче ял, Чăваш АССРĕнче тутар ялĕсенчен тăракан Шăнкăртам районĕ туса хунине кура, Чăваш Палтиел тата Тутар Палтиел текен пайсенчен тăрать.
1939 çулхи авăн уйăхĕн 16 Шăмăршă районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Патăръел районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтченех Шăмăршă районне кĕрет.
Remove ads
Паллă çынсем
- Матвеев Тимофей Матвеевич (1884-1939), — чăваш чĕлхин паллă тĕпчевçи. ГУЛАГра вилнĕ.
- Уруков Виталий Иванович (1919, Чĕмпĕр-1943), — Совет Союзĕн паттăрĕ.
- Урукова (Вериалова) Ольга Васильевна (1893-1936) — патшалăх ĕçлевçи, В.И.Уруков амăшĕ.
- Верьялова Ирина Васильевна (1979 çур.) — актриса[5].
- Измайлова Нина Никандровна (1959 çур.) — 1992-мĕш çултанпа Тольяттири "Телей" ушкăн ертÿçи[6]. Çавăн пекех унтах "Алтăр Çăлтăр" ушкăн та йĕркеленĕ. "Самар Ен" хаçат хупăниччен унпа хастар çыхăну тытнă.
Вуламалли
![]() |
Статьян çак пайне халлĕхе çырман. Википедине хутшăнакан ĕмĕчĕпе, çак вырăнтаятарлă пай. Эсир çак пая çырса проекта пулăшма пултаратăр. |
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads