Кош-Агач аймакӗ

Алтай Республикин районӗ From Wikipedia, the free encyclopedia

Кош-Агач аймакӗ
Remove ads

Кош-Агач аймакӗ (Кош-Агач районӗ, алт. Кош-Агаш аймак, каз. Қосағаш ауданы, выр. Кош-Агачский район) — Алтай Республикин (РФ) администрациллӗ-территориллӗ виҫи, муниципаллӑ йӗркеленӗвӗ (муниципаллӑ районӗ). Администраци центрӗ Кош-Агач салинче вырнаҫнӑ.

Краткие факты Патшалăх, Статус ...
Remove ads

Географи

Аймак Алтай Республикин кӑнтӑр пайӗнче вырнаҫнӑ. Вӑл Алтай Республикин Онгудай, Улаган, Усть-Кокса аймакӗсемпе, тата РФТывапа, тата пӑхӑнман патшалӑхсемпе — Монголипе, Китайпа, Казахстанпа чикӗленет.

Аймак аякри ҫурҫӗр районӗсемпе пӗр тан.

Истори

1913 ҫулхи ҫӗртмен 14 Иккӗмӗш Чуй вулӑсӗ Кош-Агач тата Киргиз вуласӗсенче пайланӑ. 1922 ҫулта Ойрот автономиллӗ облаҫӗ йӗркеленӗ, пуҫламӑшра облаҫра 24 вулӑс пулнӑ, унтан темиҫесене пӑрахӑҫланӑ, тата 1924 ҫулта вулӑссене аймаксем ятне панӑ. Вӗсенчен пӗри Кош-Агач ятлӑ.

Пуҫламӑшра аймакра 4 ял канашӗ пулнӑ: Курай, Киргиз, Кокоря, Ялангаш. 1926 ҫулта Киргиз ял канашне Казах ял канашӗ ятне улӑштарнӑ. 1930 ҫулта ял канашӗсен йышӗ ӳснӗ: Чаган-Узун тата Чибит ял канашӗсене йӗркеленӗ. 1932 ҫулта Кош-Агач тата Джазатор ял канашӗсене туса хунӑ, Ялангаш я/к пӑрахӑҫ кӑларнӑ. 1954 ҫулта Кокоря я/к пӑрахӑҫ кӑларнӑ, анчах кайран тепӗр хут ҫӗнетсе йӗркеленӗ. 1957 ҫулта Чибит ял канашӗн йышӗнчен Акташ паҫҫулкӑ канашне уйрӑлса кӑларнӑ.

1963 ҫулхи нарӑсӑн 1 Кош-Агач аймакӗ Кош-Агач ял районне улӑштарнӑ (1965 ҫултан вӑл район пек). 1968 ҫулта Чибит я/к тата Акташ я/к Улаган районӗн йышне панӑ. 1976 ҫулта Мухор-Тархата я/к, 1979 ҫулта — Бельтир я/к, 1984 ҫулта — Тобелер я/к туса хунӑ. 1985 ҫулта районта 9 ял канашӗ пулнӑ (Бельтир, Джазатор, Казах, Кокоря, Кош-Агач, Курай, Мухор-Тархата, Тобелер, Чаган-Узун). 1989 ҫулта — Ортолык я/к, 1991 ҫулта — Теленгит-Сортогой я/к туса хунӑ.

1995 ҫулта ял канашӗсем вырӑнне ял администрацийӗсем йӗркеленӗ. 2001 ҫулта Ташанта я/а туса хунӑ. 2005 ҫулта ял администрацийӗсем вырӑнне ял тӑрӑхӗсем туса хунӑ[2].

Remove ads

Халӑх

Подробнее Халăх йышĕ ...

РФ Экономика Аталанӑвӗн Министрлӗхӗн мӗнле халӑх ӳкессине малтанах ҫырса панипе[21]:

  • 2024 — 19,45 пин ҫын.
  • 2035 — 19,77 пин ҫын.

Наци йышӗ

Аймакӑн тӑван пурӑнӑн халӑхӗ — алтайсем-теленгитсем шутланать (2010 ҫулхи халӑх ҫырӑвӗпе — 41,3%). Районта алтай казахӗсем пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем кунта XIX ӗмӗрӗн вӗҫӗнче — XX ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнче пурӑнса килчӗҫ (2010 ҫулхи халӑх ҫырӑвӗпе — 54,4%). Ҫакӑн пек аймакра вырӑссем (3,3%) тата ытти халӑхсем пурӑнаҫҫӗ[22].

1939 ҫулхи Пӗтӗм Пӗрлешӳ халӑх ҫырӑвӗпе Кош-Агач аймакӗн халӑх йышӗ:[23]

Нацилӗх /

район (пурӑнан вырӑн)

Йыш
пур район Кош-Агач ялӗ (райцентр) урӑх ялсем
Пӗтӗмпе 9768 1362 8406
Ойротсем 3419 178 3241
Вырӑссем 3204 1052 2152
Казахсем 2987 90 2897
Украинсем 79 27 52
Мордовсем 11 2 9
Ыттисем 68 13 55

2021 ҫулхи Пӗтӗм Раҫҫей халӑх ҫырӑвӗпе[24]:

Подробнее Халӑх, Йыш, ҫын ...

Чӗлхе политики

Аймакӑн тӗрлӗ шкулӗсенче "тӑван чӗлхе" пек казахла, алтайла, вырӑсла вӗрентеҫҫӗ. Сӑмахран, 2018-2019 ҫулсенче "Кош-Агач варӑ пӗтӗм вӗренӗвӗн В. И. Чаптынов ячӗллӗ шкулӗ"-нче 5-11 классенче "тӑван чӗлхе" пек казахла — 482 вӗренекен, алтайла — 93 вӗренекен, казахла мар, алтайла мар — 93 вӗренекен вӗреннӗ[25]. Ытти шкулсенче урӑхлӑран: "Бельтир варӑ пӗтӗм вӗренӗвӗн Кыдат Тебекова ячӗллӗ шкулӗ"-нче алтай чӗлхипе алтай литературине вӗрентеҫҫӗ[26], "Джазатор варӑ пӗтӗм вӗренӗвӗн М. И. Берсимбаев ячӗллӗ шкулӗ"-нче "тӑван чӗлхе" пек казахла[27][28], Жана-Аул[29], Тобелер[30], Теленгит-Сортогой[31] шкулӗсенче "тӑван чӗлхепе литература" — казахла, Кокоря[32][33], Курай[34], Мухор-Тархата[35], Ортолык[36] шкулӗсенче "тӑван чӗлхипе литература" — алтайла вӗрентеҫҫӗ. Чаган-Узун[37][38], Кош-Агач (Тюкова Лидия Ильинична ячӗллӗ)[39], Ташанта[40] шкулӗсенче "тӑван чӗлхи тата литература" — алтайла та, казахла та вӗрентеҫҫӗ.

Remove ads

Муниципаллӑ-территориллӗ тытӑм

Аймакра 12 ял тӑрӑхӗнче кӗрекен 16 пурӑнан вырӑн пур.

Кош-Агач аймакĕн ял тӑрӑхӗсем
Ял тӑрӑхӗАдминистрациллĕ центрПурăнан
вырăнсен
йышӗ
Халăх йышĕ[41]Лаптăк, ҫм2[1]
1Бельтир ял тӑрӑхӗҪӗнӗ Бельтир216433266
2Джазатор ял тӑрӑхӗБеляши (Джазатор[42])213866664
3Казах ял тӑрӑхӗЖана-Аул2765802
4Кокоря ял тӑрӑхӗКокоря19372228
5Кош-Агач ял тӑрӑхӗКош-Агач1833434
6Курай ял тӑрӑхӗКурай213811936
7Мухор-Тархата ял тӑрӑхӗМухор-Тархата18331584
8Ортолык ял тӑрӑхӗОртолык1757628
9Ташанта ял тӑрӑхӗТашанта2474354
10Теленгит-Сортогой ял тӑрӑхӗТеленгит-Сортогой2614454
11Тобелер ял тӑрӑхӗТобелер18011264
12Чаган-Узун ял тӑрӑхӗЧаган-Узун1403631
Remove ads

Экономика

Ӑшлӑ выльӑх ӗрчетни, пант (мӑйрака) марал ӗрчетни, качака ӗрчетни, сурӑх ӗрчетни, ут ӗрчетни, вольфрам-молибден кӑларни.

Хаҫат

Ко-Агач аймакӗн хаҫачӗ (атлай, казах тата вырӑс чӗлхиллӗ) - "Чуй ҫути" ятлӑ, вӑл 1979 ҫулхи кӑрлачӑн 1 йӗркеленӗ[43].

Чикӗ ҫумӗнчи ҫӗр

2006 ҫулхи ҫӗртмен 16 РФ ФХС № 282 «О пределах пограничной зоны на территории Республики Алтай» йышӑнӑвӗпе Кош-Агач аймакӗн пайӗнче чикӗ ҫум зона тӑратнӑ. Зонӑна Джазатор, Мухор-Тархата, Тобелер, Казах, Ташанта, Кокоря ял канашӗсем кӗреҫҫӗ[44].

Паллӑ вырӑн

Паллӑ ҫынсем

  • Берсимбаев Рахметкажи Искендирович (1947-хальхиччен) — генетик ӑсчах, Казахстан политики.
  • Джаткамбаев Ауельхан Жазитович (1954 акан 15 — 2020 раштавӑн 3) — ӗлӗкхи Кош-Агач аймакӗн пуҫлӑхӗ.

Ҫакӑн пек пӑхӑр

  • Алтай Республикин администрациллӗ-территориллӗ пайланӑвӗ

Асӑрхавсем

Каҫӑсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads