2024

Ҫулталӑк From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

2024 ҫул (икӗ пин те ҫирӗм тӑваттӑмӗш ҫул)Кӗркури календарӗпейӗкӗр ҫул. 2024 ҫул тунтикунран пуҫланнӑ. Вӑл пирӗн эрӑн 2024-мӗш ҫулӗ. Вӑл 3-мӗш пин ҫулӑн XXI ӗмӗрӗн 3-мӗш вун ҫулӑн 4-мӗш ҫулӗ, вӑл 2020-мӗш ҫулсен 5-мӗш ҫулӗ. Ку иртнӗ ҫул.

Подробнее Çулсем, Вунçуллăхсем ...

Чӑваш Республикинче вӑл Экологи культурин тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курмалли ҫулталӑк[1][2].

ПНО йышӑнӑвӗпе ку Тӗвесен тӗнчери ҫулталӑкӗ[3].

Белорусире вӑл килӗшӳ, пултару та пахалӑх ҫулталӑкӗ[4].

Раҫҫейре вӑл этеплӗх, ӳнер, кил-йыш та спорт ҫулталӑкӗ[5][6][7].

Пӑхӑнман Патшалӑхсен Пӗрлешӗвӗнче вӑл ниме юхӑмӗн ҫулталӑкӗ[8].

Remove ads

Пулса иртнӗ

Кăрлач

Нарӑс

Пуш

Ака

  • Ака, 1Израиль Дамаскри Иранӑн элчӗлӗхне авиаҫапу тунӑ, 16 ҫын вилнӗ[70].
  • Ака, 3Тайванӗн тухӑҫ хӗрринче 7,4 магнитудӑллӑ ҫӗр чӗтрени пулнӑ, унран цунами Японин Окинава префектуриччен ҫитнӗ[71].
  • Ака, 4Кувейтри парламент суйлавӗсем. Наци ассамблейӗнчи оппозици нумайрахӑш вырӑнсем илнӗ[72].
  • Ака, 5Эквадор полицийӗ Китӑри Мексика элчӗлӗхне тапӑннӑ. Полици Эквадорӑн иртнӗ вице-президентне Хорхе Гласа арестленӗ, вӑл Мексика политика хӳтӗлӗхӗ илмеллеччӗ. Кун пек тапӑннисем Дипломатиллӗ ҫыхӑну Вена конвенцийӗ йӗркене пӑснӑран Мексикӑпа Никарагуа Эквадорпа дипломатиллӗ ҫыхӑну пӗтерсе татнӑ[73].
  • Ака, 6Словакири президент суйлавӗсем: иккӗмӗш хутра Пеллегрини Петер Словаки президенчӗ суйланӑ[74].
  • Ака, 8Ҫурҫӗр Америкӑра Хӗвел тӗттӗмленнине курма пулнӑ[75].
  • Ака, 9Лео Варадкар ӗҫлеме вырӑнтан тухнӑ хыҫҫӑн Фине Гэл пуҫлӑхӗ Саймон Харрис Ирландин чи ҫамрӑк Тишекӗ пулса тӑнӑ. Вӑл Дойл Эрен сасӑлавӗнче 69 сасӑсене хирӗҫ 88 сасӑсемпе суйланӑ тата Ирланди президенчӗ Майкл Д. Хиггинс йышӑну тӑрӑх ӗҫе лартнӑ[76].
  • Ака, 10Кӑнтӑр Корейри парламент суйлавӗсем: Демократиллӗ партипе Демократиллӗ альянс 176 вырӑнсене ҫӗнтернӗ, анчах Халӑх вӑйӗпе Халӑх пуласлӑхӗ (ӑҫта президент Юн Сок Ёль) 108 вырӑнсене кӑна ҫӗнтернӗ[77].
  • Ака, 13Израиле хирӗҫ Иранӑн ракет ҫапнисем[78].
  • Ака, 16Перс кӳлмекӗнчи ҫӗр-шывсене шыв илни. Ҫывӑх Тухӑҫра 32 яхӑн ҫын вилнӗ[79].
  • Ака, 17
    • Соломон утравӗсенчи парламент суйлавӗсем: ППТ партийӗ нумайрахӑш вырӑнсене ҫӗнтернӗ[80].
    • Хорватири парламент суйлавӗсем: Хорват демократиллӗ пӗрлешӗвӗ нумайрахӑш вырӑнсене ҫӗнтернӗ[81].
  • Ака, 19Ирана хирӗҫ Израилӗн авиаҫапӑвӗсем[82].
  • Ака, 25Гаитин премьер-министрӗ ӗҫлеме вырӑнтан тухнӑран патшалӑх пуҫлӑхӗн ӗҫӗсем Транзитлӗ президентлӗ канаш аллине килнӗ[83].
  • Ака, 29
    • Бразилин Риу-Гранди-ду-Сул штатӗнчи шыв илни[84].
    • Нумай ҫумӑрсем ҫунӑран Кенипе Танзанире шыв илнине пула 488 ҫын вилнӗ, 503 000 ҫын куҫса кайтарнӑ[85].
  • Ака, 30Мӑн Ҫиччӗлӗх ҫӗр-шывӗсем 2030–2035 ҫулсем патне кӑмрӑк энергетикине усӑ курма чарма килӗшнӗ[86].

Ҫу

  • Ҫу, 5Панамӑри президент суйлавӗсем: Хосе Рауль Мулино президент пулса тӑнӑ[87].
  • Ҫу, 6Чадри президент суйлавӗсем: Махамат Деби президент пулса тӑнӑ, унӑн ашшӗ Идрисс Деби вырӑнне[88].
  • Ҫу, 7–11Еврокурни 2024: Юрӑ ӑмӑртӑвӗ Швецин Мальмё хулинче пулнӑ[89], швед юрӑҫӗ Немо "The Code" юрӑпа ҫӗнтернӗ[90].
  • Ҫу, 8Ҫурҫӗр Македонири суйлавсенче сылтӑм парти ВМРО-ДПМНЕ парламент суйлавӗсенче ҫӗнтернӗ. Унӑн президенте кандидат Гордана Сильяновска-Давкова иккӗмӗш турта Ҫурҫӗр Македонин пӗрремӗш хӗрарӑм президент пулса тӑнӑ[91][92].
  • Ҫу, 10Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗн Тӗп Ассамблейӗн резолюцийӗ тӑрӑх Палестина Патшалӑхӗ ПНО пайташ патшалӑхӗсем хушшинче алфавит йӗрки тӑрӑх лартма пултарать. Ку йышӑну ПНО-н Тӗп Ассамблейӗн сессинче 2024 авӑнӑн 10-мшӗнче вӑя кӗрет[93].
  • Ҫу, 15
    • 2004 ҫултанпа Сингапур премьер-министрӗ Ли Сянь Лун ӗлӗкхи премьер-министр Лоуренс Вонг вырӑнне премьер-министр пулса тӑнӑ, пулас 2025 ҫулта пӗтӗм пӗрлехи суйлавсем валли[94].
    • Гандловӑра Словаки премьер-министрӗ Роберт Фицӑна пертернӗ, ӑна хӑвӑрт госпитализациленӗ[95].
  • Ҫу, 19
    • Доминикан Республикинчи президент суйлавӗсем: Луи Абинадер иккӗмӗш хут президент пулса тӑнӑ[96].
    • Иран президенчӗ Ибрахим Раисипе Иран ютҫӗр ӗҫӗсен министрӗ Хосейн Амир Абдоллахиян тата экипажӑн урӑх ҫичӗ пассажир вертолёт арканнинче вилнӗ. Вӗҫекен транспорт Азербайджан–Иран чикки патӗнче ӳкнӗ[97].
    • Конго Демократиллӗ Республикинче патшалӑх пӑтӑрмахӗн хӑтлану. Унӑн пуҫнӑҫласшӑнччӗ Кристиан Маланга каланине пула Киншасӑра протестсем пуҫланчӗҫ[98]. Ертсе пыруллӑ салтакӗсем лару-тӑрӑва тӗрӗслесе тӑнинче тытаҫҫӗ[99][100].
  • Ҫу, 20Тӗнчери уголовлӑ судӑн тӗп прокурорӗ Израиль премьер-министрне Биньямин Нетаньяхупа ХАМАСӑн Газа секторӗнчи лидерне Яхья Синвара арестлес тесе ордер кӑларнӑ. Иккӗшӗ те ҫар усал ӗҫӗсем тунӑран ордер пулса тӑнӑ[101].
  • Ҫу, 24
  • Ҫу, 26Литвари президент суйлавӗсем: Хальхи президент Гитанас Науседа иккӗмӗш хут Литва президенчӗ пулса тӑнӑ[105].
  • Ҫу, 28Испанипе Ирланди тата Норвеги Палестина Патшалӑхне йышӑннӑ[106].
  • Ҫу, 29
    • Кӑнтӑр Африка Республикинчи парламент суйлавӗсем: АНК парти хӑй нумайрахӑшне ҫӗнтермен. КАР-н демократиллӗ историнчи ку суйлавсем, АНК нумайрахӑш илмен чух чи пӗрремӗш пулса тӑнӑ[107][108].
    • Мадагаскарти парламент суйлавӗсем: Президентӗн Андри Радзуэлинӑн партийӗ ҪВМ парти Наци Ассамблейӗнчи хӑй нумайрахӑшне 163 вырӑнтан 80 кӑна илсе пӗтнӗ[109].
  • Ҫу, 30АПШ ӗлӗкхи Президенчӗ Дональд Трампа хӑй вӑрттӑн укҫа енӗпе тунӑ судӗнче 34 айӑппа айӑпланӑ. АПШ историнче президент тӗлӗшне кун пек айӑплани пӗрремӗш хут[110][111].
Remove ads

Ҫавӑн пекех

  • 2024 çул мусăкра
  • 2024 çул литературăра

Асӑрхавсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads