Вольфрам

From Wikipedia, the free encyclopedia

Вольфрам
Remove ads

Вольфрам —Элементсен периодикăллă системин хими элеменчĕ, авăр хисепĕ 74, символĕ W (лат. Wolframium), хытă сăрă куçăмлă металл.

Подробнее Вольфрам/Wolframium (W), Атом палăрăмĕсем ...
W 74
183,84
4f145d46s2
Вольфрам
Remove ads

Этимологи

Элементăн Wolframium ячĕ вольфрамит минералтан килет, вăл XVI ĕмĕрте «кашкăр кăпăкĕ» — «Spuma lupi» латтыньле, е «Wolf Rahm» нимĕçле ятпа палăртнă. Вольфрам,тăхлан тăприсемпе пĕрле тухса, тăхлана шăратса кăларма чăрмантарнă — кăпăклă çунăка куçăрнă («кашкăр сурăха кăшланă пекех тăхлана пĕтерет» тенĕ).

Халĕ АПШ, Аслă Британи тата Франци çĕршывĕсенче вольфрама «tungsten» (шв. tung sten - «йывăр чул») ятпа палăртаççĕ.

Remove ads

Тупăçлани

Вольфрамăн çĕр айĕнчи управĕсене Боливире, Китайра (тĕнчери 75% вольфрама тупăçлать), Португалире, Раççейре, АПШра тата Кăнтăр Корейра тупнă.

Вольфрама тăпраллă концентратсенчен WO3 триоксида уйăрса кăлараççĕ, хыççăн металлă çăнăха çитиччен водородпа 700 °C температурăра çĕнетеççĕ. Вольфрамăн шăрану температури çӳллĕ пирки çăнăхлă металлурги меслечĕпе усă кураççĕ: тупăшланă çăнăха пăчăртаççĕ, атмосферăра водородпа 1200 — 1300 °C температурипе пĕçертеççĕ, кайран ун витĕр электрический ток яраççĕ. Металла 3000 °C тарин ăшăтаççĕ, çакăн чух монолитлă материал пиçет. Малашнехи тасатупа монокристалл хормиллĕ зонăллă шăрану мелĕпе тăваççĕ.

Remove ads

Физика пахалăхĕсем

Вольфрам — çутă кăвак металл, çӳллĕ температурăра çеç шăранма тата вĕреме кĕрет.

Изотопĕсем

Усă курни

Тĕп усă курмалли — металлургире йывăр шăранакан материалсенче. Шăрантару енчен питĕ хивре, яланхиллĕ чухне хими енчен çирĕп.

Металлă вольфрам

  • Мăран шăранăвне тата çемçелĕхне пула вольфрамран çутă хатĕрĕсенчи (приборĕсенчи) хĕртӳллĕ çипĕсене тăваççĕ, çаплах кинескопра тата вакуумлă урăх кĕпçесенче те усă кураççĕ.

Ытти çĕрте усă курни

Искусствăллă радионуклида 185W япаласене тĕпченĕ чух радиохастар тĕлли вырăнĕнче усă кураççĕ.

Remove ads

Изотопĕсем

Çутçанталăкри вольфрамăн пилĕк изотопĕ (180W, 182W, 183W, 184W и 186W). Искусствăллă 27 радионуклидне хĕртсе кăларнă. 2003 çулта çутçанталăкри вольфрамăн çав тери хавшак радиохастарлăхне тĕпчесе уçнă (пĕр грамм шутне çулта икĕ аркану çеç), α-хастарлăхпа çыхăннă 180W, унăн çурма аркану тапхăрĕ 1,8×1018 çул.

Вольфрам пасарĕ

99% таса металлă вольфрам штабикĕсем 2006 çулта пĕр килограмм вăтамран 45—50 АПШ долларĕпе хакланă.

Remove ads

Биологири ĕç вырăнĕ

Вольфрамăн биологиллĕ пахи çук. Волфрам тусанĕ ӳпкесене, кăкăра тата пыра лексен ĕсĕклентерет.

Асăрхатарусем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads