Лазарева Александра Назаровна

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Лазарева Александра Назаровна (качча кайнă хыççанхи хушамат Агакова, 1917, çу, 5, Çĕнĕ Тăмлай ялĕ, Чикме уесĕ, Хусан кĕпĕрни (халĕ Чăваш Ен, Муркаш районĕ1978, чӳк, 24, Шупашкар, Чăваш АССР) — чăваш прозăçи.

Краткие факты Çуралнă чухнехи ят:, Çуралнă вăхăт: ...
Агакова хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Лазарева хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

СССР ÇП пайташĕ (1960). «1941-1945 çулсенчи Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медале, Чăваш АССР Аслă Канашĕн (1967), ССКП обкомĕн, Чăваш АССР Министрсен канашĕн хисеп хучĕсене тивĕçнĕ[1].

Remove ads

Пурнăçĕ

1917 çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче Муркаш районĕн Çĕнĕ Тăмлай ялĕнче çуралнă.

Анат Кĕнер колхоз çамрăкĕсен шкулĕнче, Балашоври авиаци техникумĕнче вĕреннĕ. Анчах сывлăх çитейменнипе пилот ĕçне хăварма тивнĕ. Ленин çулĕпе журналăн литература ĕçтешĕ вырăнĕнче вăй хунă. Вăрçă çулĕсенче Чăваш радиокомитĕнче литература кăларăмĕсен редакторĕ пулнă.

1978 çулхи чӳк уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарта çĕре кĕнĕ.

Remove ads

Ӳнерлĕ ĕçĕсем

«Пурнăçланнă ĕмĕт» калавĕ «Сунталта» 1938 çулта пичетленнĕ. Ун хыççăн 15 кĕнеке тухнă:

  • «Савăнăç» (1955);
  • «Чипер Анна» (1956);
  • «Çутă пĕве»;
  • «Ырă ĕмĕт» (1960);
  • «Пирĕн таврара» (1963)
  • «Хĕр чĕри» (1971);
  • «Телейлисем» (1977);
  • «Савăнтар çынсене» (повеç, 1978);
  • «Санăн çитмĕл çичĕ тус»;

Унăн кĕнекисем мари, мăкшă, удмурт, вырăс тата ытти чĕлхесемпе пичетрен тухнă.

Чăваш чĕлхи çине Карим Мустай, В. Осеева, В. Розов ĕçĕсене куçарнă.

Remove ads

Вуламалли

  • Малов А. Ăна вулакансем килĕштереççĕ // Тăван Атăл. 1967. 3№;
  • Юрьев М. Çутă ĕмĕтпе // Коммунизм ялавĕ. 1967. Çӳ уйăхĕн 5-мĕшĕ.
  • Иванова, И. Кĕнеке юратусăр çырăнмасть / И. Иванова // Çамрăксен хаçачĕ. – 1997. – 12 çу.
  • Малов, А. Александра Лазарева / А. Малов // Чăваш календарĕ. – 1967. – С. 62.
  • Сементер, Ю. Мăшăр çунат / Ю. Сементер // Хыпар. – 1997. – 7 çу.
  • Силем, Ю. Пĕртен пĕр тĕлпулу / Ю. Силем // Ялав. – 1987. – № 5. – С. 26.
  • Станьял, В. Çунатсем варкăшма пăрахмĕç / В. Станьял // Хресчен сасси. – 1997. – 13 çу.
  • Тимофеев–Ыхра, А. Çутă сăнарсем хушшинче / А. Тимофеев–Ыхра // Тантăш. – 1997. – 16 çу (№ 20). – С. 8.
  • Ялкир, П. Халăх юратакан çыравçă / П. Ялкир // Хыпар. – 2002. – 24 çу.
  • Eрагин, E. E. Александра Лазарева // Eрагин, E. E. Моргаушский край / E. E. Eрагин. – Моргауши, 1994. – С. 35–36.
  • Лазарева (по мужу Агакова) Александра Назаровна // Моргаушский район : краткая энцикл. – Чебоксары, 2002. – С. 79–80.
  • Тимуков, А. Н. Лазарева (по мужу Агакова) Александра Назаровна / А. Н. Тимуков // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 242.

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads