Мари чĕлхи
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Мари чĕлхи — Финн-укăр чĕлхисем патне кĕрекен чĕлхе, финн сыпăкĕ. Марисен чĕлхи, Мари Эл республикинче вырăс чĕлхипе пĕрле официаллă чĕлхе шутланать. Марисем калаçаççĕ.
Remove ads
Диалектсем
Мари чĕлхи виçĕ тĕп диалект çине пайланать — улăх, туçи тата тухăç калаçăвĕсем. Икĕ литература чĕлхи пур: улăх марипа туçи мари диалекчĕсем çинче никĕсленеççĕ. Вĕсем иккĕшĕ те XX ĕмĕр пуçламăшĕнче йĕркеленсе кайнă. Асăннă литература чĕлхисене пĕрлештерес тĕлĕшпе темиçе проект та йĕркелесе пăхнă, пĕри те ăнăçман. Марипа чăваш чĕлхи хăй вăхăтĕнче, вăтам ĕмĕрсенче, тачă çыхăнура тăнă. Çав хутшăнуран паян кунчченех мари чĕлхинче нумай чăваш сăмахĕпе ытти чĕлхе единици сыхланса юлнă. М.Р. Федотов словарĕ тăрăх, ун пек лексема хисепĕ 1 200 яхăн. Чăваш чĕлхинче 200 патне мари сăмахĕ пур.
Remove ads
Алфавичĕсем

Улăх мари алфавичĕ
А а | Б б | В в | Г г | Д д | Е е | Ё ё | Ж ж |
З з | И и | Й й | К к | Л л | М м | Н н | Ҥ ҥ |
О о | Ӧ ӧ | П п | Р р | С с | Т т | У у | Ӱ ӱ |
Ф ф | Х х | Ц ц | Ч ч | Ш ш | Щ щ | Ъ ъ | Ы ы |
Ь ь | Э э | Ю ю | Я я |
Туçи мари алфавичĕ
А а | Ä ä | Б б | В в | Г г | Д д | Е е | Ё ё |
Ж ж | З з | И и | Й й | К к | Л л | М м | Н н |
О о | Ӧ ӧ | П п | Р р | С с | Т т | У у | Ӱ ӱ |
Ф ф | Х х | Ц ц | Ч ч | Ш ш | Щ щ | Ъ ъ | Ы ы |
Ӹ ӹ | Ь ь | Э э | Ю ю | Я я |
Чăваш чĕлхипе çыхăнни
Мари чĕлхине кĕнĕ чăваш сăмахĕ сасă тĕлĕшĕнчен пăртак улшăнать: хаяр – аяр, сухан – шоган, уксах – окшак, çамрăк – самырык.[1]
Чăваш чĕлхине мариран килнĕ сăмахсем урăхларах илтĕнеççĕ. Тĕслĕхрен: когыльо – кукăль, кутко – кăткă.
Мари чĕлхине чăвашларан уйрăм сăмахсем кăна мар, грамматика конструкцийĕсем те, вĕсен хушшинче аффикссем кĕнĕ.[2][3]
Сăмах тĕслĕхĕсем [4]
Марилле | Чăвашла |
кеквлä (кайык) | кайăк |
комбы | хур |
лыды | кăвакал |
цеве | чăх |
карак | ула курак |
йуксэ | акăш |
оравий (пӧрткай) | çерçи, салакайăк |
кесия | чĕкеç |
кäды | кăвакарчăн |
шыжвык | шăпчăк |
ышкал | ĕне |
ӱшкӱж | вăкăр |
презы | пăру |
кесы | качака |
шарык | сурăх |
тäгä | така |
патя | путек |
имни | лаша |
масак | упа |
пире | кашкăр |
ур | пакша |
морен | мулкач, куян |
шӱле | чĕрĕп |
ыдр | каюра |
каля | шăши |
ырвыж | тилĕ |
ел | ăман |
арашынгы | шăна |
ангремшы | эрешмен |
почемыш | сăпса |
лепе | лепĕш |
Глаголĕ
Хальхи-пулас вăхăчĕ
Иртнĕ вăхăчĕсем
Хушнă глаголĕ
Прототипĕ
Remove ads
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads