Львов Пётр Константинович
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Львов Пётр Константинович, (1932, авăн, 17, Лĕпсер ялĕ, Çĕрпӳ районĕ, Чăваш АССР - 2008, ҫу уйӑхӗ) — чăваш прозăçĕ, сăвăçĕ, тăлмачĕ, литература критикӗ.
СССР ÇП пайташĕ (1963), Чӑваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1993)[1][2]
Remove ads
Пурнăçĕ
1932 çулхи авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Çĕрпӳ районĕнчи Лĕпсер ялĕнче çуралнă.
Шупашкар районĕнчи Шемшер вăтам шкулĕнче вӗренсе тухсан, Шупашкарти учительсен институтӗнче аслă пĕлӳ илнĕ. ВЛКСМ Ишлей райкомӗнче, ВЛКСМ Чӑваш обкомӗнче, «Молодой коммунист» хаçатра ĕçленĕ, «Ялав» журналăн яваплă секретарĕ, тĕп редактор çумĕ, «Тăван Атăлăн» тĕп редакторĕ пулса тăрăшнă. Унтан Чӑваш телекураӗнче, Чӑваш çыравçисен пĕрлешĕвĕн правленинче ĕçленĕ. 1963 çултанпа СССР çыравçисен пĕрлешĕвĕнче тӑнӑ. Пӗрремӗш сӑввисем 1950-мӗш ҫулсен пуçламăшĕнче пичетленме тытăнă. Ытларах проза жанрӗнче палӑрнӑ.
Ҫыравҫӑ 2008 ҫулта ҫӗре кӗнӗ.
Remove ads
Пултарулăх ĕçĕсем
Калавсем, повеçсем, сăвăсем çырать. Пурĕпе 10 кĕнеке тухнă:
- «Шăпчăк юрри» (1958);
- «Чĕререн» (1959);
- «Хăю ăстисем» (1962);
- «Чĕлхесĕр купăс» (1964);
- «Сар кун» (1977);
Украинран чăваш чĕлхине Л. Украинкăн, С. Шуртаковăн, П. Левчаевăн, В. Юксернăн, В. Ильинан ĕçĕсене куçарнă.
Асăрхавсем
Вуламалли
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads