Милли Алексей Прокопьевич

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Милли Алексей Прокопьевич (чăн хушамачĕ Прокопьев, 1894, нарăс, 12, Пăва уесĕ, Шурут Нурăс ялĕ (халĕ Чăваш Енĕн Комсомольски районĕ) — 1942, кăрлач, 12 ГУЛАГ, Çурçĕр-Урал лагерĕ — чăваш публицисчĕ, сăвăçи, этнографĕ, фольклорисчĕ[1][2]

Краткие факты Çуралнă чухнехи ят:, Çуралнă вăхăт: ...
Прокопьев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Граждан вăрçинче «Чухăнсен сасси» хаçатăн, «Атăл юрри» литература альманахĕн редакторĕ пулса тăрăшнă. Чăваш литераторĕсен пĕрлешĕвне пуçлаканĕ пулнă.

Remove ads

Пурнăçĕ

1894 çулхи нарăсăн 12-мĕшĕнче Пăва уесĕнчи Шурут Нурăс ялĕнче (халĕ Чăваш Енĕн Комсомольски районĕ) çуралнă.

1923 çулхи кĕркуннерен ареслеччен пуçласа (1938 çулхи çĕртме 26-мĕшне çити) Мускавра пурăннă.

1942 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнче Çурçĕр-Урал лагерĕнче вилнĕ.

Ӗçĕсем

Александр Пушкинăн «Чикансем» поэмине (1914), революци юррисене чăваш чĕлхи çине куçарнă. Чăваш халăхĕн фольклорне пуçтарнă.

Вуламалли

  1. Станьял, В. П. Алексей Милли шӑпи : пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗн тӗрленчӗкӗ / Виталий Станьял. - Шупашкар : Новое время, 2004. - 24 с. - См. текст
  2. Ларионов, Н. Милли – «Атӑл юрри» журнала пуҫараканӗ // Ларионов, Н. Чун хушнипе пурӑнсан : Чӗмпӗр Ен ҫыравҫисен пултарулӑхӗ / Н. Ларионов. – Шупашкар, 2009. – С. 104-106.
  3. Родионов, В. Г. «Чăваш çырăвĕн ушкăнĕ» / В. Г. Родионов // Чăваш литератури : поэтикăпа стиль ыйтăвĕсем. – Шупашкар, 1989. – С. 41-60.
  4. Хаçат редакторĕсем // Хыпар. – 2006. – 10 пуш. – С. 4, 9.
  5. Чӑвашсем те вӗреннӗ // Хыпар. – 2012. – 28 кӑрлач. – С. 13.
  6. Григорьев, В. Я. Прокопьев (Милли) Алексей Прокопьевич / В. Я. Григорьев, П. П. Таллеров // Энциклопедия Комсомольского района. – Чебоксары, 2009. – С. 489.
  7. Прокопьев–Милли Алексей Прокопьевич (1894-1942) // В трагические годы : репрессированные чувашские писатели, журналисты и ученые = Синкерлӗ ҫулсенче : репрессие лекнӗ чӑваш писателӗсем, журналисчӗсем тата ӑсчахӗсем. – Чебоксары, 2013. – С. 211-213.
  8. Родионов, В. Г. Милли (Прокопьев) Алексей Прокопьевич / В. Г. Родионов // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 269-270.
  9. Родионов, В. Г. Милли (Прокопьев) Алексей Прокопьевич / В. Г. Родионов // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – Т. 3 : М-Се. – С. 93-94.

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads