Ока
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Ока (выр. Ока, Касимов тутарĕсен чĕлхипе — Эва[2]), — Атăлăн сылтăм юппи. Тăршшĕ 1500 çухрăм. Бассейн лаптăкĕ 245 пин çм2.
Юханшыв Орёл, Тула, Калуга, Мускав, Кисан, Улатимĕр, Чулхула облаçĕсен çĕрĕсемпе юхать. Шыв пуçламăшĕ Орёл облаçĕнчи Александровка ялĕ патĕнче вырнаçнă. Чулхула патĕнче Атăла юхса выртать.
Remove ads
Этимологи
Ячĕ епле пулса кайнине тĕплĕн татса пама халĕ пултараймаççĕ. Чи анлă сарăлнă верси тăрăх ячĕ балтинчен (литва чĕлхинчи aka — «çăлкуç»), е финсенчен (joki — «юханшыв»). Вырăссем ку тăрăха киличчен çӳлти юхăмĕн тăрăхĕнче балт йăхĕсем (полехсем), вăтам юхăмĕнче финн йăхĕсем (мещёрсем, мурăмсем) пурăннă.
Хуласем
Ока хĕрринче çак пысăк хуласем вырнаçнă: Орёл, Калуга, Алексин, Серпухов, Ступино, Коломна, Кисан, Касимов, Муром, Павлово, Дзержинск, Чулхула.
Юпписем
Юханшывăн чи пысăк юпписем: Зуша, Упа, Жиздра, Угра, Протва, Мускав, Проня, Пара, Пра, Гусь, Мăкшă, Клязьма, Беспута.
Фотопухăм
- Чулхула кремлĕ сăнĕ Хура Атăлран
- Павлово патĕнче Хура Атăл çинче
- Шухов турулĕ
Кĕперсем
- Канавин кĕперĕ
- Чулхула метро кĕперĕ
- Кĕлĕ кеперĕ
- Сартак чукун çул кĕперĕ
- Мыза кĕперĕ
- Павлов понтон кĕперĕ
- Мурăм кĕперĕ
- Озёрск понтон кĕперĕ, 2009 çулта çĕнĕ тунă
Паллă вырăнсем
- Поленово кил йăви Тула облаçĕнчи Хура Атăл лешьен районĕ.
- Кисан облаçĕн Константиново ялĕнчи Сергей Есенинăн кил-музейĕ.
- Кисан кремлĕ
- Шухов турулĕ, Дзержинск çумĕнче
- Коломна кремлĕ
- Хура Атăл Терраса çутçанталăк управĕ
Вуламалли
- Смолицкая Г. П. Гидронимия бассейна Оки. Список рек и озёр. — М., 1976.
- Ока (юханшыв, Атăлăн юппи) — ПСЭ
- Ока в «Словаре современных географических названий»(ĕçлемен каçă)
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads