Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Шаблон:Пĕрремĕш Тĕнче вăрçин çапăçу театрĕсем Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи (1914—1918) — Çĕр çинчи этемлĕх кун-çулĕнчи пысăк хĕçпăшаллă хирĕçĕвĕсенчен пĕри.
1914 çулхи çĕртме 28-мĕшĕнче «Млада Босна» террор йĕркелĕвĕн пайташĕ вунтăхăрçулхи серб гимназисчĕ Гаврила Принцип Сараевăра Франц Фердинанд австри эрцгерцогне вĕлернĕ хыççăн вăрçă тапранса каясси хĕрсех çитет.
Вăрçă хыççăн тăватă импери арканнă: Раççей, Германи, Австро-Венгри тата Осман империсем. Вăрçăна хутшăннă патшалăхсенчи 10 млн яхăн çын вилнĕ, 22 млн çын суранланнă.[2]
Remove ads
Термина палăртни
Историографире çак термина, паллах, 1939 çулта Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи пуçланса кайнă хыççăн палăртнă. Унчен ăна Аслă вăрçă (акăлч. The Great War, фр. La Grande guerre), ятпа усă курнă.Раççей Империнче хăш чух Иккĕмĕш Тăван çĕршыв (Аттеçĕр) вăрçи, çапла та халăхра (революциччен те, хыççăн та) германи вăрçи тенĕ; кайран СССР вăхăтĕнче большевиксем ăна империализм вăрçи шутне куçарнă.
Хутшăнакансем
Вар патшалăхсем: Германи, Австро-Венгри, Осман империйĕ, Болгари.
Антанта: Раççей, Франци, Аслă Британи.
Антанта тăмарĕсем (Антантăна вăрçăра пулăшнă): АПШ, Япони, Серби, Итали (вăрçăра Антанта енче 1915 çултанпа, Тройственный союз пайташĕ пулсан та), Черногори, Бельги, Египет, Португали, Румыни, Греци, Бразили, Китай, Куба, Никарагуа, Сиам, Гаити, Либери, Панама, Гватемала, Гондурас, Коста-Рика, Боливи, Доминикан республики, Перу, Уругвай, Эквадор.
Remove ads
Вăрçă умĕнхи кун-çул
Европăра аслă патшалăхсем— Германи, Австро-Венгри, Франци, Аслă Британи, Раççей — хушшинче хирĕçлӳсем чĕрре кĕме пуçлаççĕ.
1870 çулхи франк-прусси вăрçи хыççăн йĕркеленнĕ Германи империйĕ Европа континтĕнче политикăпа экономика енчен мала тухасшăн тапаçланма тытăннă. Колонисемшĕн кĕрешме 1871 çулĕ хыççăн кăна пуçласан, Германи патшалăхĕ Англи, Франци, Бельги, Нидерландсемпе Португалин харпăрлăхне хăй майла пайлама шутланă.
Германин гегемонлă тĕллевĕсене Раççей, Франци тата Аслă Британи хирĕçлеме пикеннĕ. Çакна пула вĕсем Антанта пĕрлешĕве туса хураççĕ.
Тĕрлĕ халăхлă Австро-Венгри, нацисем хушшинчи хирĕçлӳсем пирки пĕрмаях Европăра хĕрӳ кăвайтлă шутланнă, 1908 çулта туртса илнĕ Боснипе Герцеговинăна (Босни кризисĕ вулăр) алран вĕçертесшĕн мар пулнă. Вăл Балканри пĕтĕм славянсен хӳтĕлевçи — Раççейпе кăнтăр славянсене пĕрлештерме хăтланнă Сербие хирĕç тăрмашнă.
Малти Тухăçра пур патшалăхсен тĕллевĕсем пĕр çĕре тăрăннă, вĕсем арканакан Осман империн (Турци) пурлăхне хапсăннă.
Антанта патшалăхĕсем, пĕр енчен, Германипе Австро-Венгри, тепĕр енчен, талпăшни Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине тĕксе çитернĕ. 1914 çул тĕлне икĕ ушкăн чăмăртаннă:
Антанта (вырăс-франци, анкăл-франци, каярах анкăл-вырăс пĕрлешĕвĕ 1907, хыççăн йĕркеленнĕ):
- Раççей империйĕ;
- Аслă Британи;
- Франци.
Блок Виççĕллĕ пĕрлешӳ:
- Германи;
- Австро-Венгри;
- Итали.
Итали, çапах та, вăрçăна 1915 çулта Антанта енче кĕнĕ — Германипе Австро-Венгри çумне вăрçă тапхăрĕнче Турципе Болгари хутшăнса, Тăваттăллă Пĕрлешӳ (е Вар патшалăхĕсен блокĕ) йĕркеленĕ.
Тĕрлĕ çăлкуçсенче асăннă вăрçă сăлтавĕсем шутне экономика империализмĕ, суту-илу чаракĕсем, хĕçпăшал кӳпелĕвĕ, милитаризм тата автократи, вăйсен балансĕ, унчен пулса иртнĕ вырăнти хирĕçӳсем (Балкан вăрçисем, Итал-турккă вăрçи), Раççейпе Германири пĕтĕмĕшле мобилизаци тапачĕсем, территори хапсăнăвесем, европа патшалăхĕсен тăмарлă шантарусем кĕртнĕ.
Пур те вăрçă пуçланнин сăлтавне шыраççĕ те тупаймаççĕ. Вĕсен тĕпчени кăлăхах,тупсăмне вĕсем тупаймĕç. Вăрçă пĕр сăлтавран çеç мар, вăл пĕр харăсах пур сăлтавран тапранса кайнă.
— Томас Вудро Вильсон
Remove ads
Хĕçпăшаллă вăйсенчи лару-тăрăвĕ
Remove ads
Вăрçă тапранса кайни
Сараево хулинче 1914 çулта çĕртме, 28 «Млада Босна» вăрттăн ушкăнра тăнă вунтăхăр çулхи серб студенчĕ Гаврила Принцип Австри эрцгерцогне Франц Фердинанда пăшалпа пенĕ. Çакăн хыççăн ĕнтĕ вăрçă тапранса каять. Çак пысăк вăрçă пуçланичченех Европăри аслă патшалăхсем — Германи, Австро-Венгри, Франци, Аслă Британи, Раççей — хушшинче пĕр-пĕринпе килĕшмен самантсем чылайланса пынă. Германи экономики хăвачĕ хăпарса пынă май ăна тĕнчери сутлăх пасарĕсене тата пуянлăх управĕсене пайлас вăхăт çитсе тăнă, анчах çак ĕçсене Аслă Британи хирĕç пулнă. Французсемпе германсем чикĕ çумĕнчи тавлашуллă çĕрсемшĕн (Эльзаспа Лотаринги) хирĕçме тытăннă. Çывăх Тухăçра пĕтĕм патшалăхсем арканма пуçланнă Осман империйĕн (Турци) çĕрĕсене пайлама (хăйсен айне тума) хатерленсе тăнă.
- Çурла, 4 — германи çарĕсем Бельгине тапăнса кĕнĕ. Çав кунах Аслă Британи, Раççейпе Франци умĕнчи пĕрлĕх явăпĕсене пурнăçласа, Германине хирĕç вăрçă пуçланине пĕлтернĕ.
- 1914, авăн (?)— пĕрремĕш (Марна çинчи) çапăçу.
- 1914 çулхи Тухăç-Прус операцийĕ.
Галицири çапăçу
Вăрçă икĕ тĕп вăрçă театăрĕсенче пынă.
- Анăç тата Тухăç Европăра;
- Балканра, Çурçĕр Италиире, колонисенче — Африкăра, Китайра, Океанире.
Юпа, 26 нимĕç шывайкимми U-24 (капитан-лейтенант Шнейдер) французсен «Амираль Гантом» пăрахутне торпедăланă. Пăрахут çинче вăрçă хăрушăвĕнчен таракан 2000 бельги çынни пулнă. Вĕсенчен 40 çын вилĕм тупнă.
Remove ads
1914 çулхи кампани

- çĕртме, 28 Австро-Венгри Серби умне ультиматум лартнă (эрцгерцога вĕлернĕ серб террорисчĕсене тытса пама хушнă), Серби ультиматумпа килĕшмен, çавăнпа Австро-Венгри Сербине вăрçă пуçланнине пĕлтернĕ.
- çĕртме, 30 çакăн хыççăн Раççей çар мобилизаци тума тапăч кăларнă, вара Германи Раççей умне мобилизацине 12 сехет хушшинче чармалла тесе ультиматум лартнă.
- çурла, 1 — Германи Раççее хирĕç вăрçă пуçланине пĕлтернĕ.
- çурла, 2 — Германи Люксембурга оккупациленĕ те Бельги умне германи çарĕсене Бельги çĕрĕ витĕр Францине ирттерсе ямалла ультиматум лартнă.
- çурла, 3 — Германи Францине хирĕç вăрçă пуçланине пĕлтернĕ.
Remove ads
1915 çулхи кампани
Пытантарса лартнă пулемёт вырăнĕ. 1915
- Горлица талпăнăвĕ
- Изонцо çинчи пĕрремĕш çапăçу
- Изонцо çинчи иккĕмĕш çапăçу
- Изонцо çинчи виççĕмĕш çапăçу
- Изонцо çинчи тăваттăмĕш çапăçу
Вăрçă пуçлансанах тӳрех паллă пулать, çак хаяр кĕрешӳ тăсăмĕ вăрăм туртăмлă пулать. Антанта çĕршывĕсем, хăйсен вăйĕсем чылай пулсан та, пĕрлĕхлĕ ĕçсем тытса пырайман, çакăнпа уса курса Германи нумай тапхăр тапа тан вăрçма пултарнă.
Пĕрремĕш ăстрăм вăрçă хирĕсенче çапăçусем çав тери анлă пулса каяççĕ, весенче чылай халăхлă çарсем хутшăнаççĕ. Çавăн пекех пĕрмĕш хут танксене, авиацийе, дредноутсене (карапсене), хими хĕç-пăшалне çапăçусене кĕртнĕ. Раççей çарĕсем пĕрре çеç мар тăшманăн дивизийĕсене хăйсем çине çавăрса тăмарĕсене пĕтĕмпех çапса аркатиччен хăтарса пынă.
Remove ads
1916 çулхи вăрçă кампанийĕ

- Брусилов талпăнăвĕ;
- Сомма çумĕнчи çапăçу
- Ютланди çапăçăвĕ;
- Верден çумĕнчи çапăçу
- Изонцо çинчи пиллĕккĕмĕш çапăçу
- Изонцо çинчи ултăмĕш çапăçу
- Изонцо çинчи çиччĕмĕш çапăçу
- Изонцо çинчи саккăрмĕш çапăçу
- Изонцо çинчи тăхăрмĕш çапăçу
Remove ads
1917 çулхи вăрçă кампанийĕ

- Изонцо çинчи вуннăмĕш çапăçу
- Изонцо çинчи вунпĕрмĕш çапăçу
- Изонцо çинчи вуниккĕмĕш çапăçу (Капоретто патĕнчи çапăçу)
Нимĕçсемпе австро-венгăрсем çивĕч кĕрешнĕ пулин те, 1917 çул тĕлне çĕнтерӳ ĕçĕсем Антанта енне тайăлса пынă. Италия 1915 çулта Австро-Венгрине хирĕç вăрçă пуçлать. Антанта майлă АПШ тухать. 1916 , çурла Антантă çумне Румыни тăрать, анчах та ăнăçу çухалать; унăн çĕрĕсенегермани блокĕн çарĕсем йышăнаççĕ. Раççейри шалти ĕçĕсем хĕрсе кайнипе Февраль революцийĕ çĕнтерет, каярах Октябрь революцийĕ, çакăн хыççăн Раççей хăй шутпа вăрçăран тухса ӳкет (Брест мирĕ çырнă хыççăн), мĕншĕн тесен 1917 çулта Раççей вăрçă ĕçĕсене малалла тăсма пултарайман. Çак çăмăллăха пула Германи тепĕр çул хушши вăрçа тăсса пырать.
1918 çулхи кампани
Антанта çĕнтерĕвĕсем

- Витторио-Венето патĕнчи итальянсемпе австрисен çапăçăвĕ.
- 1918 çулта чӳк уйăхĕнчи ăнăçусăр тапăну хыççăн (Анăç фрончĕ) Германире те революции пуçланнă (чӳк, 9 Вильгельм кайсера пĕрхĕтнĕ те Веймар республики йĕркеленĕ).
- 1918 чӳк, 11 германии тата тăмарлă çарпуçлăхĕ Компьенре çапăçусене чарса лартнă, çакăнпа Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи пăчланса ларать.
- Чӳк уйăхĕнче Австро-Венгри темиçе çĕршыва пайланса каять; монархи йĕркине пĕтерсе хунă.
1919 çулта Парижри мирлĕ конференцире нимĕçсем Версаль килĕшӳ хучĕ çине ал пуснă.
Çавăн чухнех ытти килĕшӳ хучĕсене çирĕплетнĕ:
- Германипе (Версаль килĕшĕвĕ 1919)
- Австрипе (Сен-Жермен мирлĕ хучĕ 1919)
- Болгарипе (Нейи мирлĕ хучĕ 1919)
- Венгрипе (Трианон мирлĕ хучĕ 1920)
- Турципе (Севр мирлĕ хучĕ 1920).
Раççей вăрçăран тухни
Remove ads
Вăрçă вĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕсем
Тулаш политика
Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи хыççăн тăватă импери хавшакланса саланса кайнă: Германи, Раççей, Австрипе Венгри тата Осман империйĕсем, юлашки иккĕшĕ пайланса кайнă, Германи тата Раççей монархийĕсене аркатнă, территорийĕсене сахаллатнă, экономика енчен хавшаннă.
Территори улшăнăвĕсем
Пĕрремĕш Тĕнче вăрçинчи çухатусем
Хутшăнакан патшалăхсен хĕçпăшаллă çарĕсен çухатăвĕсем 10 миллион çынна яхăн çитнĕ. Халиччен те лăпкă пурăнакан халăх вăрçă вăхăтĕнче мĕн чухле пĕтнĕ пирки пĕтĕмлетнĕ хыпар çук. Вăрçăна пула тухнă выçлăхпа эпидемисенче, сахалтан та 20 миллион çын çĕре кĕнĕ[3].
Çав вăхăтра пурăннă çынсен шухăшĕсем
Этемлĕх нихăçан та çакăн пек тăрăмра пулман. Ырлăхăн çӳллĕрех шайне çитеймен, ăс-халăн пуянлахĕпе усă курма пĕлмен çын аллине пĕрремĕш хут пач юлми шанчăксăр пĕтĕм этемлĕхе пĕтерме пултаракан хĕç-пăшал лекрĕ. Çакăн пек пулчĕ малтанхи ăрусен пур чаплă кун-çулăн, пур мухтав ĕçĕсен çитĕнĕвĕ. Çынсен чарăнса тăрса хăйсен яваплăхĕ пирки шухăшласа илмелле. Вилĕм сыхласа х тăрать, итлекенскер, кĕтекенскер, хĕсмете кĕрсе пĕтĕм халăхсене шăлса яма хатĕрскер, кирлĕ пулсан, цивилизацие тусана кăларма та пултарть, чĕрĕлме пĕр шанăç та хăвармасть. Вăл хушасса çеç кĕтет. Вилĕм çак хăраса ӳкнĕ черчен чунран сăмах кĕтсе тăрать, вăлах çак хăйех инкеке лекнĕ чуна хушса тăраканĕ пулса тăчĕ.
— Черчилль[4]
Вăрçă астăвăмĕ
Франци, Аслă Британи, Польша
Раççей
Вăрçăри çухатусем чи чылай пулнă пулин те, Раççейре официаллă Пĕрремĕш Тĕнче вăрçинче пуçне хунă çынсен астăвăм куне палăртмаççĕ.
Асăрхавсем
Çавăн пекех пăхăр
Документлă кинофильмсем
Вуламалли
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads