Пишпӳлек районĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Пишпӳлек районĕ (пушк. Бишбүләк районы, выр. Бижбулякский район) — Пушкăрт Республикин кăнтăр-хĕвеланăç енче вырнаçнă районĕ. Район администрациĕ Ӗпхӳрен 230 çухрăмра вырнаçнă Пишпӳлĕк ялĕнче вырнаçнă. Района 1930 çулта йĕркеленĕ. Лаптăкĕ — 2134 км2.
Remove ads
Халăх йышĕ
1995 çулта районта 27.6 пин çын пурăннă. Ытларах енĕпе кунта чăвашсем, тутарсем тата пушкăртсем пурăнаççĕ. Ыти халăхсен йышĕ пĕчĕк. Пĕр км² çине вăтамран 13 çын килет.
Районта пурĕ 91 пурăнмалли вырăн. Чи пысăккисем шутне Пишпӳлĕк, Кенгер-Менеуз, Аитово кĕреççĕ.
Геологи
Районти çĕр айĕнчи пурлăхсем шутне нефть, акшар, хăйăр, тăм кĕреççĕ.
Транспорт
Районăн çурçĕр-хĕвеланăç енче Самар-Ӗпхӳ-Челябинск чукун çул иртсе каять. Автомобиль çулĕсем района Пелепей, Туймаçи, Ӗпхӳ хулисемпе çыхăнтараççĕ.
Культура
Районта пурĕ 49 шкул пур. Вĕсенчен 18 вăтам шкул шутланаççĕ. Пĕр профессине вĕрентекен училище, 31 вулавăш, 45 культура керменĕ, 3 пульница пур. Районта çавăн пекех вырăсла, тутарла тата чăвашла тухса тăракан «Светлый путь»-«Яkты юл»-«Çутă çул» хаçат пур.
Паллă çыннисем
- Вуколов-Эрлик Филипп Николаевич, прозаик.
- Савкилта — XVIII ĕмĕрти чаплă чăваш паттăрĕ.
Асăрхавсем
Вуламалли
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads